Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕнесем - симĕс калча çинче

22 сентября 2010 г.

Ĕнесем - симĕс калча çинче "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнче сăвакан ĕнесен кĕтĕвне иртнĕ кунсенчен тытăнсах ыраш лаптăкĕ çине илсе тухнă. Вĕсене симĕс апатпа тăрантарни продуктивлăха ỹстерме пулăшать, хĕллене хатĕрленĕ апата перекетлеме май парать. Кăçалхи шăрăх та типĕ çанталăк условийĕнче выльăх-чĕрлĕхе ура айĕнчи симĕс апатпа туллин тăрантарма май килмерĕ. Сăвакан ĕнесене кĕркунне çитерме тесе акса хăварнă ыраш та, тăпрара нỹрĕк çукран, нумай çĕрте кирлĕ пек аталанаймасть. "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнче 166 гектар çинче акса хăварнă ыраш лайăх шăтса тухни вара выльăхсене вăхăтлăх симĕс апатпа тăрантарас ыйтăва татса пачĕ. Иртнĕ кунсенче сăвăм та палăрмаллах ỹснĕ, çавна май фермăра ĕçлекенсен - дояркăсемпе кĕтỹçĕсен шалăвĕ те пысăкрах пулĕ. Ял хуçалăх предприятийĕн уй-хирĕнче çанталăк условийĕсене пăхмасăр ыраш çакăн пек парка çитĕннин вăрттăнлăхне те пĕлтĕмĕр. Ăна çу каçипе темиçе хутчен те лайăх сухаланă хура пусă лаптăкĕнче агротехника хушнă чи лайăх вăхăтра акса хăварнă. Акара Фалинская супер элита вăрлăхпа усă курнă. Ял хуçалăх предприятийĕнче ĕне выльăхсене юпа, чỹк уйăхĕсенче çулса çитерме тесе 20 гектар çинче рапс та акса хăварнă. Сăн ỹкерчĕкре: Иосиф Афанасьев кĕтỹçĕ ĕнесен кĕтĕвне ыраш калчи çине илсе тухнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика