18 сентября 2010 г.
Юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче Çĕнĕ Пăвари культура çуртĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн, Елчĕк ен ентешлĕхĕн ертỹçин О.Н.Викторовăн призĕсене çĕнсе илессишĕн кире пуканĕ йăтассипе Елчĕк районĕн уçă турнирĕ иртет. Турнира республикăри шкулсен, физкультура коллективĕсен командисем хутшăнаççĕ. Участниксем: - 1990 çулта тата унран каярах çуралнă хĕр ачасем - 60 кг çитичченхи, 70 кг тата 70 кг йывăртарах виçесенче 16 кг кире пуканĕ йăтаççĕ; - 1990 çулта тата унран каярах çуралнă каччăсем - 45 кг çитичченхи тата 50 кг виçесенче 16 кг кире пуканĕ, 55 кг çитичченхи, 65, 70, 75, 80, 80 кг йывăртарах виçесенче 24 кг кире пуканĕ çĕклеççĕ; - 1989 çулта тата унран маларах çуралнă арçынсем - 60, 65, 70, 75, 80, 90 кг, 90 кг йывăртарах виçесенче 24 кг кире пуканĕ йăтаççĕ; - 40 çултан аслăрах ветерансем - 70, 80 кг тата 80 кг йывăртарах виçесенче 24 кг кире пуканĕ йăтаççĕ; - 50 çултан аслăрах ветерансем - абсолютлă виçере 16 кг кире пуканĕ йăтаççĕ; - 60 çултан аслăрах спорт ветеранĕсем - абсолютлă виçере 16 кг кире пуканĕ йăтаççĕ. Елчĕк районĕнчи командăсен тупăшăвне уйрăммăн шутлаççĕ - шкулсем хушшинче чи лайăх вăхăт кăтартнă 2 хĕр ача тата 5 çамрăк результачĕсене; çитĕннисен ушкăнĕнче - 1 хĕр + 3 çамрăк + 3 арçын + кашни абсолютлă виçери пĕрер ветеран. Районсен командисен зачетне кĕреççĕ: чи лайăх кăтарту тунă 3 хĕр ача + 7 çамрăк + 3 арçын тата кашни виçери пĕрер ветеран результачĕсем. Уйрăм виçесенчи тата командăсем хушшинчи çĕнтерỹçĕсене, призерсене грамотăсем тата парнесем кĕтеççĕ.