18 сентября 2010 г.
Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче Шупашкарти "Олимпийский" стадионра СССР космонавт летчикне, Совет Союзĕн икĕ хут Геройне - Андриян Григорьевич Николаева асăнса "Советская Чувашия" хаçат призĕсене çĕнсе илес тĕлĕшпе çăмăл атлетсен 72-мĕш эстафета чупăвĕ иртнĕ. Чăваш Ен прессин спорт фестивальне Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев уçнă. Ăмăртăва хутшăнакансене саламланă май М.Игнатьев Андриян Николаев паттăрлăх кăтартнăран Чăваш Ен çинчен тĕнчипех калаçма пуçланине, çакă Чăваш Ен халăхĕшĕн, хальхи тата пулас ăрусемшĕн питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. - Паян патшалăх хастар та сывă пулас текенсемшĕн тăрăшать. Çак тĕллевпех сывлăх керменĕсем çĕкленеççĕ, Пĕтĕм Раççейри тата Пĕтĕм тĕнчери ăмăртусем иртеççĕ. Спорта тата сывă пурнăç йĕркине чăннипех хаклакансене республика малашне те пулăшса пырĕ, - тенĕ республика ертỹçи. Йăлана кĕнĕ ырă йĕркепе эстафета делегацийĕ Шуршăл ялĕнчи Андриян Николаевăн асăну комплексĕнче чăваш халăхĕн паллă ывăлне асăнса чечексем хунă. Йăлана кĕнĕ чупăва республикăри хула-районсенчи 2000 яхăн (пурĕ 302 команда) спортпа туслă çын хутшăннă. Вăл журналистсене, спорт ветеранĕсене, ĕç тăвакан влаç органĕсен, хуласен тата районсен администрацийĕсен, республикăри министерствăсемпе ведомствăсен ĕçченĕсене, вĕренекенсене тата спортпа туслă çемьесене пĕрлештернĕ. Старта чи малтанах массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем тухнă, пĕрремĕш вырăна Чăваш патшалăх университетĕнчи журналистика факультечĕн студенчĕсем çĕнсе илнĕ. Çĕнтерỹçĕсен йышĕнче çавăн пекех Шупашкарти Скворцовсемпе Ивановсен çемйисем, "Коммунальные технологии" предприяти, Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпỹртпе Çĕнĕ Шупашкарти 14-мĕш шкулсен, Юстици министерствин командисем пулнă. Хĕрỹ тупăшура Елчĕксем те палăрнă. Кĕçĕн Таяпа шкулĕн команди 2-мĕш, Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем 5-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ, Елчĕк район администрацийĕн ĕçченĕсенчен йĕркеленнĕ команда 7-мĕш вырăна тухма пултарнă.