18 сентября 2010 г.
Кăçалхи шăрăх, типĕ çанталăкра пĕвесемпе кỹлĕсем, пусăсем типсе ларчĕç. Курнавăш ялĕ варринчи авалхи пысăк кỹллĕн те тĕпĕ тухнă. Ялти пуçаруллă çынсем тăрăшнипе иртнĕ эрнере ăна ушкăнпа тасатма тытăннă. Кỹлĕ кассинче пурăнакансем пурте пĕр çын пек пулса ĕçленĕ çĕрте пулакан тăкаксене саплаштарма укçи-тенкине те наччас пуçтарса панă. - Куç хăрасан та алă тăватех. Пысăк ĕçе пикениччен анчах шиклентерет, халĕ ăна такам килсе туса панăнах туйăнать,- теççĕ кунта ĕçлекен арçынсем. Вĕсем: Николай Круглов, Порфирьевсем - Юрий Николаевичпа Юрий Михайлович, Алексей Ефимов. Ырă çынсем хăйсен килти автомашина-тракторĕпе кỹлĕри юшкăна кăларса турттарнă çĕрте пуçарулăх кăтартнă. Вырăнти "Нива" агрофирма" сахал яваплă юлташлăх ертỹçи Н.Гладков та йышран уйрăлман, кỹлле тасатса çĕнĕрен чавассине хăвăртлатас тĕллевпе автомашина уйăрса панă. Агрофирмăри Алексей Фомин водитель пăравур пулнине палăртаççĕ. 100 метр тăршшĕ, 60 метр сарлакăш тарăн кỹлле кĕреçепе чавса пĕтерес çук. Районти "Спутник-1" сахал яваплă юлташлăх Курнавăшсене экскаватор парса пулăшма килĕшнĕ. Предприяти директорĕ Василий Чернов яваплă ĕçе пурнăçлама Дмитрий Владимирова çирĕплетнĕ. Вăл хăйне шаннине тивĕçлипе тỹрре кăларнă. 90 çула яхăн усă курнă кỹлĕре шыв типсе ларни ял çыннисене малтанласа, чăнах та, самай шухăшлаттарчĕ. - Ялти пуçаруллă, мал ĕмĕтлĕ çынсем лару-тăруран тухмалли меслет шыраса тупма пултарчĕç. Юрий Смирнов предприниматель пĕтĕм ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе, ертсе пычĕ. Çавна май кỹлле çĕнĕрен чавса пĕтернине сиссе те юлаймарăмăр,-тет ялти сумлă ватă Мария Евграфовна Исаева. Малашне унта тăп-тăрă шыв пулĕ. Хур-кăвакал валли те, ачасене шыва кĕрсе савăнма та, вут-кăвар тухасран сыхланма та. Ялти пуçаруçăсем ăна хăтлă, çынсене усă курма меллĕ тума та палăртаççĕ. Кирлĕ вăхăтра автомашинăпа пырса шыв илме çыран туса çирĕплетме шутлаççĕ, çул та кирлĕ. Кỹлĕ хĕрринче ĕлĕкхи пусă вырăнĕ сыхланса юлнă, ăна çак вырăнтах çĕнĕрен чавасси çинчен те шухăшласа хунă. Кăçал кĕркуннех кỹлĕ йĕри-тавра илемлĕ йывăçсен хунавĕсене лартса хăварма тата ытти ĕçсене пурнăçлама палăртнă. Сăн ỹкерчĕкре: ял çыннисем хăйсен ĕçĕпе кăмăллă.