Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăт нумай юлмарĕ

18 сентября 2010 г.

Вулакансен Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕпе çыхăннă ыйтăвĕсем çине Чăвашстатăн районти ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Л.Горшкова хуравлать: - Переписчиксене мĕнле уйăрса илмелле? - Переписчиксен атрибучĕсем - портфель, шарф тата удостоверени. Переписчик килсене, хваттерсене пырсан удостоверени кăна мар, паспорт та кăтартма тивĕçлĕ. - Ачасем миçе çултан çырав хучĕсем çинчи ыйтусем çине хăйсем тĕллĕн хуравлама пултараççĕ? - Халăх çыравне, çула пăхмасăр, пĕтĕм çын хутшăнать. Переписчиксен ыйтăвĕсем çине 14 çултан аслăрах ачасем хăйсем тĕллĕн хуравлаççĕ, пĕчĕккисем пирки информацие ашшĕ-амăшĕ пĕлтерет. - Пĕр адреспа регистрациленнĕ, анчах урăх вырăнта пурăнакансен переписчиксене ăçта кĕтсе илмелле? - Яланах пурăнмалли вырăнта переписчик кашни çуртра, хваттерте пурăнакансен урăх çĕрте пурăнмалли вырăнĕ пуррипе çукки çинчен ыйтса пĕлет. Иккĕмĕш пурăнмалли вырăн пулсан ыйтусем çине ăçта хуравлассине татса памалла. Иккĕленỹ çуралать пулсан çурт хуçин (çемье, ачасем,çывăх тăвансем) пурăнакан вырăна палăртмалла. Вĕренекен студентсене ăçта вĕренет - унта шута илеççĕ. - Пурлăхпа çыхăннă ыйтусене çырав хучĕсем çине хуравлакан хăй çырма пултарать-и? - Çук. 2010 çулхи утă уйăхĕн 27-мĕшĕнчи "Раççей Федерацийĕн уйрăм саккун акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен" федераци саккунăн 1 статйипе килĕшỹллĕн, патшалăх статистикин федераци службин 2010 çулхи пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнчи "2010 çулта Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн докуменчĕсене çирĕплетесси çинчен" хушăвне кĕртнĕ улшăнусемпе килĕшỹллĕн çак ыйту çинчен хурава ытти ыйтусем пекех ыйтса пĕлекенĕн сăмахĕсем тăрăх переписчик çырать. Çырав ирттерекене нимĕнле документ та кăтартмалла мар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика