Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăтлă, илемлĕ çурт илĕртет

18 сентября 2010 г.

Хăтлă, илемлĕ çурт илĕртет Çĕр-шыври рынок экономикипе çыхăннă улшăнусем пынă чухне çынсем йывăр лару-тăрăва кĕрсе ỹкрĕç: ача çуратасси чакрĕ, ĕçсĕрлĕх ỹсрĕ. Çавна май шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсем хупăнчĕç. Анчах республика, район финанс йывăрлăхĕсене сирсе халăхăн социаллă гарантийĕсене упраса хăварма пултарчĕç. Çĕнĕ çемьесем чăмăртанаççĕ, ача ытларах çуралать. Çавăнпа шкулчченхи учрежденисемпе тивĕçтерессипе ыйту тухса тăчĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн çу уйăхĕн 17-мĕшĕнчи "Шкулчченхи вĕренỹ сферинче пулăшусемпе усă курмалли майсене пысăклатмалли мерăсем çинчен" Указĕ пулăшу кỹрессе шанатпăр. Хушăва алă пусни нумай вăхăт иртмен пулин те, Елчĕксем çанă тавăрса ĕçе пикеннĕ. Шкул çулне çитмен ачасем йышлă пулнине шута илсе унччен хупăннă ача сачĕ, унтан вăхăтлăха ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ вырнаçнă çурта çĕнетме тĕв тытнă. Район бюджетĕнчен 3200 пин тенкĕ уйăрнă. Унпа усă курса шыв, ăшă, электричество системисене тĕпрен юсанă, пластикрен хатĕрленĕ чỹречесем, çĕнĕ алăксем вырнаçтарнă, пỹлĕмсене çĕнетсе улăштарнă, территорие тирпей-илем кĕртнĕ. Çутă та илемлĕ пỹлĕмсем кашнинех илĕртеççĕ. Хальхи вăхăтра кунта 2 ушкăн вырнаçнă. Çулталăк вĕçленнĕ тĕлне тата 2 ушкăн хутшăнмалла. Çĕнĕ садикре 90 ача вырăн тупĕ. Елчĕкре ачасен пуласлăхĕшĕн йĕркеленĕ "Чебурашка" ача садне уçнă чаплă уяв кашнинех хăйĕн патне илĕртрĕ. Уява чаплă хăнасем те сахал мар килнĕ. Район пуçлăхĕ Н.Миллин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Чувашсетьгаз" ОАО, "Чувашсетьгаз" ООО генеральнăй директорĕ К.Мифтахутдинов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш патшалăх университечĕн проректорĕ, Елчĕк ен ентешлĕхĕн ертỹçи О.Викторов, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕн çумĕ А.Демаков, ашшĕ-амăшĕ, асаттесемпе кукаçисем ячĕпе И.Аникина, Л.Григорьев пухăннисене ăшшăн саламларĕç, тĕрлĕ парнесем пачĕç. Çĕнĕрен уçăлнă "Чебурашка" ача сачĕн заведующийĕ Н.Петрова пулăшу панăшăн пурне те тав турĕ. Елчĕкри "Чебурашка" садĕнче ачасем пурнăçăн анлă çулĕ çине тухса малалла çирĕппĕн утасса шансах тăрăпăр. Сăн ỹкерчĕксенче: Айта, пĕрле выляр-и!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика