18 сентября 2010 г.
Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ, тĕл пулусен вăхăтĕнче яланхиллех çивĕчрен те çивĕч ыйтусене хускатнă. Çак кун ĕçлĕ визитпа районта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ - И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн проректорĕ О.Викторов, Чăваш Республикин "Чăваш кĕнеке издательстви" патшалăх унитарлă предприяти директорĕ - Чăваш Республикин Журналистсен союзĕн председателĕ В.Комиссаров, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ А.Демаков, федерацин налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертỹçин çумĕ О.Никина пулнă. Вĕсем районти организацисемпе предприятисен ĕçченĕсемпе, Елчĕк, Курнавăш, Лаш Таяпа ял тăрăхĕсенче пурăнакан халăхпа курнăçнă. Тĕл пулусем вăхăтĕнче калаçу Пĕрлехи информаци кунĕ - Чăваш Республикин влаç органĕсенчи социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсене ытлашши хакланса каясран асăрхаса тăракан комплекслă мерăсем çинчен, ЖКХ тата социаллă сферăри объектсене хĕле хатĕрлессине хăвăртлатасси, Чăваш Енри муниципаллă пĕрлешỹсенче ял хуçалăх ярмăрккисене йĕркелесси, кăçалхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче иртекен халăх çыравне тивĕçлипе хатĕрленсе ирттерсе ярасси тата ытти ыйтусем тавра йĕркеленнĕ.