Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техникăна хĕл каçарма вырнаçтараççĕ

18 сентября 2010 г.

Техникăна хĕл каçарма вырнаçтараççĕ Йăлана кĕнĕ тăрăх, кашни çулах районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче техникăна хĕл каçарма вырнаçтараççĕ. Кăçал акционерсен "Прогресс" хупă обществинче çак ĕçе чылай малтан пуçăнчĕç. Акционерсен "Прогресс" обществинче тĕрлĕ ĕçе хутшăнакан техника йышлă. Вĕсемпе тĕрĕс, пĕлсе усă курнине, хĕл каçарма лайăх хатĕрленине пула, ĕмĕрĕ те вăрăм. Çакна специалистсемпе механизаторсем питĕ лайăх ăнланаççĕ, çавăнпа техникăна упрама тăрăшаççĕ. Кăçал та хуçалăхра çак ĕçе районта чи малтан пуçăннă. Тĕш тырă пухакан комбайнсене, уй-хирти ĕçрен пушаннă ытти техникăна кунта ангарсене вырнаçтараççĕ. Уçă вырăнта упраканнисене вара пукансем çине лартнă, тутăхакан пайсене сăрланă е çу сĕрнĕ, урапасене шуратнă. Патреккел бригадинче пĕтĕм ĕçе П.Кудрявцев бригадирпа унăн техника енĕпе пулăшаканĕ А.Воронцов йĕркелесе пыраççĕ. Кунта пур ĕçе те ăнăçлă пурнăçланă - техникăна паян-ыран хĕл каçма хатĕр-лессине вĕçлеççĕ. Ĕнелсем яланах техникăна тивĕçлĕ пăхса тăрассипе палăрнă. А.Куприянов бригадирпа унăн пулăшаканĕ А.Ефимов пуçарăвĕпе кунта культиваторсемпе сỹресене юсаса пĕтернĕ, упрама лартнă. Халĕ, çанталăк лайăх тăнине кура, бригадăра сеялкăсене çитес çулхи çур аки валли халех хатĕрлеме пуçăннă. Тỹскелĕнчи, Елчĕкри бригадăсенче те Д.Захаровпа Н.Карабурнашев ертсе пынипе техникăна упрама лартассипе ăнăçлă ĕçлеççĕ. "Прогрессен" ырă пуçарăвне ытти çĕрте алла илсен питĕ лайăх пулĕччĕ. Çанталăк типĕ те ăшă тăнине кура, кашни хуçалăхрах юпа (октябрь) уйăхĕн 1-мĕшĕччен ĕçрен пушаннă тĕш тырă пухакан комбайн-сене, кăкарса ĕçлекен техникăна ГОСТпа килĕшỹллĕн хĕл каçма вырнаçтарса лартмалла. Чи малтанах, техникăна тасатнă хыççăн ятарлă пукансем çине вырнаçтармалла, ременьсемпе сăнчăрсене илсе склада упрама хумалла, тутăхакан, çаврăнакан пайсене ятарлă шĕвексемпе сĕрмелле, урапасен камерисенчи сывлăш пусăмне чакармалла, шинисене шуратмалла, двигательсемпе гидроцилиндрсене çумăрпа юр кĕресрен хупламалла. Çавăн пекех машинăпа трактор паркĕсен территорине йĕркене кĕртни те питĕ вырăнлă. Сивĕ кунсемччен нумай юлмарĕ. Техникăна хĕл каçма хатĕрлени питĕ паха.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика