15 сентября 2010 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев республикăри хуласемпе районсенчи суту-илỹ лавккисенчи хаксен йĕркелĕвĕн, муниципалитет нушисем валли тĕрлĕ тавар туянассин тухăçлăхĕн ыйтăвĕсене куçран вĕçертмест. Пирĕн районта ĕçлĕ çул çỹревре пулнă чухне Елчĕксен социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн лайăх енĕсене палăртнă май, çитменлĕхсене те асăрханă. Тĕп апат-çимĕç хакĕсене сăлтавсăр ỹстерсе янине пỹлес тĕллевпе районта ĕçлĕ ушкăн туса хунă. Ăна район пуçлăхĕн çумĕ Л.Левый ертсе пырать. Паянхи калаçура çитменлĕхсене пĕтермелли çул-йĕр пирки сăмах хускатрăмăр: - Леонард Васильевич, халĕ хаксен сăлтавсăр ỹсĕмĕ пирки чылай калаçаççĕ. Мĕнпе çыхăннă-ши çакă? - Апат-çимĕç хакĕсем ỹснине, пĕр енчен, çуллахи шăрăх та типĕ çанталăкпа сăлтавлама май пур. Анчах, тепĕр енчен, чылай суту-илỹ точкисенче хаксене сăлтавсăр, тупăш ытларах илес тесе ỹстернĕ тĕслĕхсем те сахал мар. Хаксене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2004 çулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнчи "Хаксене (тарифсене) патшалăх енчен йĕркелемелли хушма мерăсем çинчен" йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн йĕркелесе пымалла. Çакна пăхăнманнине пула хăш-пĕр çĕрте ỹсĕм питĕ пысăк. Ял çыннин айăп çук. Сутуçăсем унăн кĕсйине кĕмелле мар - тавара ытла хаклатнă тĕслĕхсемшĕн явап тытма тиветех. Çавăнпа йĕркеленĕ те ĕнтĕ хаксене ỹстерсе янине пỹлес тĕллевпе районти ĕçлĕ ушкăна. Вăл районти лавккасенчи апат-çимĕç хакĕсене тишкерет, хаксене сăлтавсăр ỹстернĕ тĕслĕхсене тупсан, айăплисене асăрхаттарать. Тĕрĕссипе, ĕçлĕ ушкăна ял çыннин интересĕсене хỹтĕлес тĕллевпе йĕркеленĕ. - Хумхантаракан тепĕр ыйту вăл - муниципалитет учреждени-йĕсем валли апат-çимĕç туяннă чухне тухса тăракан çитменлĕхсем... - Сыватупа вĕрентỹ учрежденийĕсем валли апат-çимĕç куллен кирлĕ. Тĕрлĕ кĕрпе, пахча çимĕç, çăкăрпа макарон изделийĕсем, сĕт, аш-какай тата ытти йышши апат-çимĕç хакĕсем бюджет укçи-тенкин, столовăйсенчи порцисен виçине пырса çапаççĕ. Çавăнпа муниципалитет нушисем валли туянакан апат-çимĕç хакĕсене тĕрĕслесех тăрасшăн. Тĕп больница, шкулсем валли продуктсем туяннă чухне конкурссем йĕркеленĕ. Саккунсем тăрăх, апат-çимĕçĕн пĕтĕмĕшле хакĕ 100 пин тенкĕрен иртмест пулсан, тавар туянакан ăна поставщиксенчен тỹрремĕнех туянма пултарать. Конкурса ирттернĕ чухне вăхăт нумай çухалнă пирки продуктсене пĕчĕк партисемпе час-часах туянма тивет. Тавар туянасси медиксемпе педагогсемшĕн те йывăрлăх кăларса тăратать. Вĕсем таварсене ваккăн сутнă чухнехи хаксене тишкереççĕ. Кунта йăнăшасси паллă. Хăш-пĕр чухне çакна та тĕл пулатăн: суйлама май пур чухнех апат-çимĕçе яланах пĕр-пĕр предпринимательтен туянаççĕ... - Мĕн сĕннĕ пулăттăр? - Пĕр йышши тавара, сăмахран, çĕр улми туянассине кашни учреждени валли пĕчĕк партипе мар, пĕтĕмĕшле торги туса йĕркелемелле. Кăçал çак ĕçе пуçларăмăр та - муниципалитетăн вĕрентỹ учрежденийĕсем валли 17420 килограмм çĕр улми туянасси пирки пĕлтерỹ патăмăр. Çакă тăкаксене чылай чакарма май парать. Тепĕр сĕнỹ вăл - муниципалитет учрежденийĕсем валли апат-çимĕç продукчĕсене туяннă чухне конкурссене уççăн йĕркелесси. Çакă хаксене чакарма пулăшать пулĕ тесе шутлатпăр. Торгисен, конкурссемпе аукционсен результачĕсене муниципалитет районĕн сайчĕ çине вырнаçтаратпăр. Хаксене куллен тишкерсе тăни те кирлĕ - çак тĕллевпе хаксен мониторингĕ вырăнлă. М.Игнатьев Президент бюджет укçи-тенкине перекетлесси пирки яланах асăрхаттарни те тирпейлĕрех пулма хистет. Районти предпринимательсене асăрхаттарасшăн: социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç хакĕсене ỹстерсе яни вырăнсăр. Кунта калăпсăр тупăш тума, спекуляцие çул пама юрамасть. Халăхăн ĕнси çинче пуйни кирлĕ мар.