15 сентября 2010 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ Чăваш Патшалăх Канашне янă "Чăваш Ен çитĕнĕвĕ - кашнин пуçарулăхĕнче" Çырăвĕнче автомобиль çулĕсем тумалли программăна вĕçлени ялсенче пурăнакансене сывлăх сыхлавĕпе вĕренỹ, культурăпа йăла учрежденийĕсем паракан пулăшупа усă курассине лайăхлатма, пассажирсене турттарма автотранспортăн çĕнĕ маршручĕсене уçма май панине, шкул ачисене никĕс шкулсене хăрушлăхсăр тата шанчăклăн турттармалли майсемпе тивĕçтернине тата ытти ырă условисем туса панине палăртнă. Асăннă программа районта та ăнăçлă ĕçе кĕрсе пынă май ялсенчи çул-йĕре çĕнетни-юсани пирки хаçатра тăтăшах çутататпăр. Çак кунсенче районта Лаш Таяпапа Çĕнĕ Эйпеç ялĕсен хушшинчи хытă сийлĕ çула тĕпрен юсассипе пысăк ĕç тунă. Ялсен хушшинчи çул 3 километрпа танлашать, пĕр кило-метрне иртнĕ çул юсаса хăварнă пулнă. - Ĕçе "Воддорстрой" ОООн (ертỹçи А.Федоров, мастерĕ И.Ершов) ĕçченĕсем пурнăçларĕç. 2 километр çула вĕсем кĕске вăхăтра асфальт сарса такăрлатрĕç, - пĕлтерчĕ асăннă çул пирки сăмах хускатсан район администрацийĕн капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ И.Кузнецов. - Çак пĕрлешỹ ĕçченĕсем пирĕн патăмăрта пĕрремĕш хут мар. 2004 çулта районта Республика кунне уявлас умĕн Елчĕк ялĕнчи Мир, Совет, Пушкин урамĕсене асфальт сарса юсассипе тимлерĕç вĕсем. Шаннă ĕçе хальхинче те пысăк пахалăхпа пурнăçларĕç. Сăн ỹкерчĕкре: "Воддорстрой" ООО ĕçченĕсем çула юсанă самант.