15 сентября 2010 г.
Кăçалхи шăрăх çанталăкра çĕр улми те яланхи пек ỹсеймерĕ. Унăн тухăçĕ çав тери пĕчĕк. 20 соткăллă ял пахчинчен ăна нумайăшĕ 4-5 михĕ анчах пухса илнĕ. Вăл вăрлăха мар, çиме те çитмест. Çавна май хальхи вăхăтра уйрăм çынсем тĕрлĕ çĕртен çĕр улми туянаççĕ, ăна çимелĕх те, çитес çул валли вăрлăхлăх та саппаслаççĕ. "Иккĕмĕш çăкăра" ыйтакансем йышлăн пулнине кура хаксем те пĕчĕк мар. "Слава картофелю - Яльчики" агрофирмăра малтанхи вăхăтра вăрлăхлăх çĕр улмин 1 килограмне 15 тенкĕпе сутнă пулсан, халĕ унăн хакĕ ỹснĕ пулин те, черете çырăнсах туянаççĕ. Шултăра, апат-çимĕç хатĕрленĕ çĕрте усă курмалли вара тата хаклăрах. Шупашкарта унăн 1 килограмне 18-22 тенкĕпе, Хусанта 20-25 тенкĕпе сутаççĕ. Хĕлле, çуркунне вăл мĕн хака çитме пултарасса хальлĕхе никам та татăклăн калаймасть. Çĕр улмине районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер (хресчен) хуçалăхĕсенче кăçал иртнĕ çулхинчен 454 гектар ытларах, пурĕ 1718 гектар çинче лартса хăварнă. Хальхи вăхăтра вĕсем пурте уйра çитĕннĕ мĕн пур пек пуянлăха тăкаксăр алла илесси çине нихçанхинчен те ытларах тимлĕх уйăраççĕ. Пĕтĕмĕшле лаптăкăн 55 процентне пухса кĕртнĕ, 1 гектартан тухакан вăтам тухăç 40 центнерпа танлашать. Паллах, сахал çакă. Çĕр улми туса илессинче тĕнче шайĕнчи малта пыракан технологипе усă курса ĕçлекен "Слава картофелю - Яльчики" агрофирмăра малтанхи çулсенче кашни гектартан 320-350 центнер тухăç илнĕ пулсан кăçал вĕсен те 90 центнерпах çырлахма тивет. Çĕр улми шăрăх çанталăка пула кирлĕ пек ỹссе çитĕнейменни - пĕр сăлтав. Иккĕмĕшĕ - вăл иккĕмĕш тухăç пама хатĕрленет. Хăш-пĕр уйрăм çынсем ăна çурла уйăхĕн вĕçĕнчех пухса кĕртнĕ пулсан, теприсем иккĕленсе кăлармасăр тăраççĕ. Тарăнрах тымар ярса çĕнĕрен çитĕнме пуçланă çимĕçе упрама, çиме, çитес çул акма юрать-и? Ĕçлесе курнă агрономсем палăртнă тăрăх çĕр улмие норма тăрăх ỹссе аталанма тăпра температури 29 градусран ытлашши кирлĕ мар. Кăçал чăтма çук шăрăх, вăл 50 градусран та иртрĕ. Çак условире çĕр улми хăйне, ĕрчевлĕхне упраса хăварас тесе тăпра температури 24-26 градуспа танлашакан 25 сантиметр тарăнăшне тымарсем янă. Унта çĕнĕрен çĕр улми ĕрчеме тытăннă. Специалистсем хирĕçлемеççĕ, симĕс авăрлă çĕр улмие ỹсме вăхăт та, услови те пулнине çирĕплетеççĕ. Ăна авăн уйăхĕн иккĕмĕш вунă кунлăхĕнче кăларма юрать. Вĕсем çакăн пек çĕр улмие нỹхрепре анчах упрама сĕнеççĕ. Сулхăн вырăнта унăн малалла аталанас процесĕ чакать. Çакна та астумалла, вăрлăх валли ытлашши вĕтĕ çĕр улмине те хăвармалла мар. Чăх çăмартинчен кăштах шултăрараххи чи лайăх вăрлăх шутланать.