Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаксене тĕрĕслесе тăраççĕ

11 сентября 2010 г.

Ытти çĕрти пекех, районти суту-илỹ точкисенче те халăха чи кирлĕ апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсене тупăш илес тĕллевпе сăлтавсăр ỹстерсе янă, муниципалитет учрежденийĕсем апат-çимĕç продукчĕсене пасар ха-кĕнчен пысăкрах хакпа туяннă тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ. Çакна шута илсе район пуçлăхĕ Н.Миллин район администрацийĕн экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайне кашни эрнере халăха чи кирлĕ тĕп апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсене тишкерсе хак пама хушнă. Çавăн пекех район пуçлăхĕн тепĕр йышăнăвĕпе тĕп апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсене сăлтавсăр, никĕслемесĕр ỹстерсе янине пỹлес тĕллевпе районта ĕçлĕ ушкăн туса хунă. Ăна район пуçлăхĕн çумĕ Л.Левый ертсе пырать. Ĕçлĕ ушкăн суту-илỹ точкисенче сутакан апат-çимĕç хакĕсене тишкерет, сывлăха сыхлас, вĕрентỹ учрежденийĕсен нушисем валли туянакан продуктсен хакĕсем рынокри хаксемпе килĕшсе тăнине е уйрăмлăхне тĕрĕслет. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки хаçатра çутатсах тăрăпăр. Ĕçлĕ ушкăнăн пĕрремĕш тĕрĕслевĕ "Районти тĕп больница" муниципаллă сывлăх учрежденийĕнче пуçланнă. Маларах район пуçлăхĕ тĕп больницăн тĕп врачĕ Л.Клементьева хăйне ĕçрен хăтарма ыйтнине тивĕçтернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика