Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕне - çур пурнăç

11 сентября 2010 г.

Кăçалхи условире выльăх-чĕрлĕхе апатпа тивĕçтересси çăмăл пулмастех. Апла пулин те, йывăрлăхсене пăхмасăр, фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе, уйрăмах сăвакан ĕнесен хисепне сыхласа хăварасси çине районта пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çакă тĕрĕс те. Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра сĕт хакĕ ỹссех пырать, çавна май ăна куллен сутнинчен тупăшĕ те сахалах пулмĕ. Çакна ăнланса кăçалхи çăмăл мар лару-тăрура та эпир сăвакан ĕнесен хисепне ỹстерме шутлатпăр. Кĕтĕве харăсах 25-30 ĕнерен кая мар кĕртме палăртатпăр. Уйрăм хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усракансем хĕл кунĕсенче тăрантарма çителĕклĕ таран апат хатĕрлесе хăварайманран хальхи вăхăтра хăйсен сăвакан ĕнисене сутакансем те йышлă. Вĕсенчен чылайăшĕ çак утăма ирĕксĕртен тăвать. Лайăх ĕнене камăн сутас килтĕр? Анчах апат çитменни ура хурать. Хальхи вăхăтра ялсенче çакна çине-çинех асăрхатпăр: чылай çын хăйĕн çамрăк, сĕт нумай антаракан ĕнинех аш-какай шучĕпе сутса ярать. Пĕрре - ĕнине шеллемелле, тепĕр енчен, вăл самай йỹнĕрех те сутăнать. Пирĕн шутпа, уйрăм хуçалăхпа пурăнакансен, енчен те вĕсем çакăн пек шухăш тытрĕç пулсан, ĕне кĕтĕвĕн йышне ỹстерес кăмăлпа хамăр районти ял хуçалăх предприятийĕсене е уйрăм çынсене сутмалла. Маларах каларăмăр ĕнтĕ, Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче те хальхи вăхăтра шăпах сăвакан ĕнесем туянаççĕ. Лайăх ĕнешĕн тивĕçлĕ хак паратпăр, тỹлевĕпе те çийĕнчех татăлатпăр. Енчен те сире пирĕн сĕнỹ кăсăклантарчĕ пулсан, пĕрлешỹллĕ хуçалăх правленине 6-10-88 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа е вырăна пырса ыйтса пĕлме ыйтатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика