Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтра сипленмелле

11 сентября 2010 г.

 Кĕçĕ - ỹт-тире ерекен чир. Çак чире питĕ вĕтĕ сăвăс (кĕçĕ сăвăсĕ) пуçарса ярать. Сăвăссем тĕрлĕрен пулаççĕ, вĕсем выльăх-чĕрлĕх тата тискер кайăк ỹт-тирĕнче те пурăнаççĕ. Выльăха ерекен кĕçĕ çынна та ерет. Кĕçĕ чирлĕ çыннăн ал шăллийĕпе, вырăнĕпе, вăл тыткаланă япаласемпе усă курсан ерет. Кĕçĕ сăвăсĕ, ỹт-тире лексен, урисенчи ĕмкĕчсемпе хытă çыпçăнса ларать те 3-15 минут хушшинче шăтарса кĕрет. Унта вăл, çулсем туса, çăмарта хывать. Пĕр ама сăвăс 3 уйăхра ултă хутчен çăмарта хывать, вĕсенчен темиçе вуншар миллион сăвăс ĕрчеме пултарать. Ĕлĕк-авăл кĕççе чухăнсен чирĕ тесе шутланă. Анчах та вăл сарăласси çут çанталăк условийĕсенчен те нумай килет. Кĕçĕ юлашки çулсенче ют çĕр-шывсенче çеç мар, пирĕн патăмăрта та тĕл пулать. Кĕçĕ ан ертĕр тесен ỹт-тире таса тытмалла. Халăхăн санитари культури ỹсни, апат-çимĕç ытлă-çитлĕ пулни тата пурнăç лайăхланни кĕççе пĕтерсе пыма май парать. Анчах та кĕçĕ хăйсене таса тытакан çынсене те ерме пултарать. Кун йышши кĕçĕ палăрсах каймасть. Вăл купарчара, пĕçĕре, хул хушшинче пулкалать. Арçынсен кĕçĕ ар органĕ, хĕрарăмсен - чĕчĕ таврашĕнче сарăлать. Алă пỹрнисем хушшине вăл сайра хутра çеç тухать. Анчах та ачасене, уйрăмах кăкăр ĕмекеннисене ерсен, кĕçĕ хăвăрт сарăлать, вăл пит-куçа, ал лаппине, ура тупанне тухать. Хыçнă хыççăн ỹт-тире пỹрлĕ шатрасем тухаççĕ, тепĕр чухне вăл кĕсенленет. Кĕçĕ сăвăсĕ ỹт-тир айĕнче çĕрле куçса çỹрет, çавăнпа та ỹт-тир çав вăхăтра хытă кĕçĕтет. Кĕçĕ ернĕ хăш-пĕр çынсен ỹт-тирĕ кăшт çеç кĕçĕтет, тепĕр чухне пачах та кĕçĕтмест. Çакна пĕлмелле: ỹт-тир кĕçĕтнине тĕрлĕ препаратсем (димедрол, преднизолон, синалар, оксикорт т. ыт. те) ирттерсе яма пултараççĕ, анчах та вĕсем кĕçĕрен сыватмаççĕ. Çине тăрса сипленмесен кĕçĕ темиçе çула та пырать, чирлĕ çын çав тапхăрта ыттисене чир ертме пултарать. Кĕçĕ кăшт палăрсанах больницăна кайса сипленмелле. Ку чухнехи меслетсем ăна хăвăрт пĕтерме пулăшаççĕ. Анчах та килте е ĕçре, шкулта е яслире пĕртен-пĕри сипленмесĕр юлсан, кĕçĕллĕ çыннăн кĕпи-тумтирĕнчи, вырăнĕ таврашĕнчи сăвăссене пĕтермесен, вăл тепĕр хут та ерме пултарать. Çак канашсене асра тытăр: Кĕçĕллĕ çынпа пĕрле пурăнакансен, вĕсен чирĕ палăрмасть пулин те, вăхăтра сипленмелле. Пĕр-ик сăвăс ертнĕ пулсан та, çав çынсем темиçе çул хушши ăна сарма пултараççĕ. Кĕçĕ сăвăсĕнчен çывăрас умĕн сипленес пулать. Вĕсем çĕрле çăмарта хываççĕ, ỹт-тир çине тухаççĕ. Çавăнпа та эмел çĕрле ытларах усă парать. Кĕçĕрен сипленме тытăнас умĕн 4 литр шывра 1 чей кашăк нашатырь спирчĕ хутăштарса ỹт-пĕве супăньпе çумалла. Вара ỹт-тир лайăх тасалать, сăвăс шăтăкĕсем уçăлаççĕ, эмел те сăвăс патне ытларах лекет. Чирлĕ çыннăн кĕпи-йĕмне, тумтирне тата вырăн таврашĕсене лайăх дизинфекцилемелле. Кĕпе-йĕме шывра вĕретсе, тумтире нỹрлĕ тутăр витĕр утюгпа якатса е çавăн пекех 6-7 кун хушши шăнтса та сăвăссене пĕтерме пулать. Кил-çуртра е хуçалăхра кĕçĕпе чирлĕ кушак, йытă е выльăх пулсан, вĕсене ветеринари лечебницинче сиплемелле. Кăçалхи тăхăр уйăхра кĕçĕпе 12 çын (садике çỹрекен, шкулта вĕренекен, студент) чирленĕ. Ку вăл пĕлтĕрхинчен икĕ хут нумайрах.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика