Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕсле сасси кăмăла çĕклетĕр

11 сентября 2010 г.

Кĕсле сасси кăмăла çĕклетĕр Пирĕн чăваш çĕрĕ, хăйĕн çĕр пин юррипе палăрнăскер, мĕн авалтанах тĕрлĕ музыка инструменчĕсем ăсталас тĕлĕшпе чапа тухнă. Кĕвĕ-сăвă культури пысăк пулнине музыка хатĕрĕсен хисепĕ те çирĕплетет. Чăвашăн халăх йышлă пурăнакан уявĕсенче музыкантсем пысăк хисепре пулнă. Халăх музыка инструменчĕсемпе калама пĕлекен çынсене асамçăсем вырăннех хунă. Чăваш çыннин пурнăçĕнче ĕмĕр тăршшĕпех музыка тата музыка хатĕрĕсем паллă вырăн йышăннă, тĕрлĕрен йăла-йĕркере кирлĕ пулнă. Пĕр литературăра çапла çырнă: "Темĕн пек чухăн пулсан та чăвашсен пур уявра та, çын вилсен пытарнă чухне те, ваттисене асăннă чухне те пĕр май хыр йывăçĕнчен ăсталанă виçĕ хĕлĕхлĕ купăс (скрипка) янăранă. Чăвашсен çакăн пек йăла пулнă, енчен те чăваш çынни вилсен, вăл мĕн виличчен мĕнпе йăпаннă, мĕнпе ĕçленĕ - çав япалана май пур таран тупăка хума тăрăшнă. Вăл шăпăрçă пулсан, тупăка музыка инструменчĕ - шăпăр хурса янă". Пирĕн халăх музыка инструменчĕсене лайăх калама пĕлни историе те кĕрсе юлнă. Хаяр Иван патша Хусана тытса илме килсен, пĕр чăваш кĕслепе е сăрнайпа питĕ илемлĕ кĕвĕ каланă май крепость патне çитме миçе утăм кирлине пĕлнĕ иккен. 1770 çулхи документ тăрăх, тĕне кĕнĕ чăвашсен кĕсле (гусли) кĕввисĕр килте нимĕнле уяв та пулман иккен, çавăнпа та кашни килте тенĕ пекех кĕсле упранă. 18 ĕмĕрте К.С.Милькович палăртнă тăрăх, чăвашсем музыка хатĕрĕсене ушкăнпа пухăнса калама юратнă. А.Ф.Ритих та 1870 çулта çапла çырса хăварнă: "Чăваш музыканчĕсем оркестра пухăнаççĕ. Оркестрта: шăпăр, кĕсле, хут купăс, тăмра, купăс тата параппан. Вырăс тĕпчевçи Мошков: "Пирĕн хĕвел тухăç енче пурăнакан халăхсенчен камăн чăваш халăхăнни чухлĕ музыка инструменчĕ пур-ши? Чи юратни вĕсен - кĕсле. Ăна ялти каччăсем çеç мар, хĕрсем те калаççĕ. Çакă чăвашсем юрă-кĕвĕпе уйрăмах туслă пулнине палăртать: хĕрарăмсене кирек мĕнле инструментпа калама тутарсемпе хĕвел тухăç енчи ытти халăхсем çеç мар, вырăссем те чараççĕ-çке. Чăвашсен оркестрĕсенче 6-7 сĕрме купăсçă, темиçе купăсçă тата темиçе кĕслеçĕ пуçтарăнса калаççĕ". Чăваш музыканчĕсем хăйсен ăста- лăхне йăла-йĕркере кăна мар, урăх çĕрте те кăтартса услам илме пултарнă. В.А.Мошков этнограф пĕлтернĕ тăрăх, чăвашсенчен тухнă профессионал-музыкантсем хуласенчи хăна çурчĕсем, ярмăрккăсем тăрăх çỹресе е пăрахутсем çинче тата ытти те çĕрте те вылянă. Çапла вĕсем майĕпен хăйсен тăван ялĕсенчен уйрăлса хула çыннисем пулса кайнă. "100 çул ытла каярах Чулхулари 1-мĕш класлă ресторансенче, ярмăрккăсенче чăваш музыканчĕсем хăйсен ăсталăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Вырăс халăхĕн тĕрлĕ кĕввисене калама сĕнсен те вĕсене тỹрремĕнех кĕслесемпе калама пултарнă. Вĕсен музыка ăнкарăвĕ питĕ вăйлинчен вырăссем тĕлĕннĕ", - тесе çырнă Г.Н.Волков академик. Паллах, чăвашсем музыка инструменчĕсене хăйсен несĕлĕнчен - сăвар-пăлхарсенчен илнĕ. Пирĕн мăн асаттесем музыка инструменчĕсем ăсталас енĕпе Вăтам Атăл тăрăхĕнчен пуçласа Урал таранах чи çỹллĕ шайра тăнă тесен те йăнăш пулмасть. Вĕсем кăшкар айккисене авса тумаллине тахçанах ăнланнă. Авса тунă кĕслен кỹлепи илемлĕ курăнать. Иккĕмĕшĕнчен, йывăçран ăсталанă музыка инструменчĕсем нỹрлĕ вăхăтра сарăлаççĕ, типĕ вăхăтра пĕрĕнеççĕ. Типсе пĕрĕнсен кĕсле пичĕ çурăлма пултарать. Кĕслен авăнчăк аякĕсем кĕсле пичĕ сарăлсан е пĕрĕнсен, унталла-кунталла авăнса кĕслене çурăлма памаççĕ. Виççĕмĕшĕнчен, авса тунă кĕслен аякĕсем кĕслене çỹхе хăмаран тума май параççĕ тата кăшкарĕ те çирĕпрех пулать, мĕншĕн тесен 33-37 хĕлĕхе туртăнтарма питĕ çирĕп кăшкар кирлĕ. Çапла вара чăваш ăсчахĕсем темиçе ĕмĕр тăршшĕнче тĕрлĕ тĕслĕ кĕсле тума вĕреннĕ. Ялсенче ĕлĕкхи чăвашсен инструменчĕсен сассисем илтĕнме пăрахни кулянтарать. Паян кĕслепе калама пĕлекен пĕр çын пур-ши районта? Юрать, районти искусство шкулĕн ĕçченĕсем ку енĕпе сахал мар ĕçлеççĕ. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи С.Краснов музыкант йĕркеленĕ шавлă инструментсен ансамблĕ районта чапа тухрĕ. Иртнĕ çул Елчĕкри искусство шкулĕнчи преподавательсемпе вĕренекенсен ансамблĕ те пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Тем пекехчĕ халăх инструменчĕсемпе калама вĕренес текенсем пулсан.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика