Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шывсăр пурнăç çук

08 сентября 2010 г.

Шывсăр пурнăç çук

 Кăçал çанталăк ытла шăрăх та типĕ тăнине пула пысăках мар кỹлĕсемпе пĕвесем типсе ларчĕç, çавна май хăш-пĕр ялта вĕсене тасатса тарăнлатнă. Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнчи Кооператив урамĕнче вырнаçнă кỹлĕ иртнĕ çулах типме пуçланă. Кăçалхи çу кунĕсенче вара вăл йăлтах типсе ларни халăха чăннипех те пăшăрхантарнă. Мĕншĕн тесен выльăхĕсене кĕтĕве кăларас умĕн е кĕтỹрен кĕрсен яланхилле шăварма май пулман, "хĕрлĕ автан" сиксе тухас пулсан çывăхра шыв илме çукки те пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Ялти Николай Александрович Чернова Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ патне кỹлле чавас ыйтупа тухма шăпах çак сăлтавсем хистенĕ. Унăн пуçарăвне Л.Кошкин ырланă, халăх ыйтăвне пурнăçа кĕртес тĕллевпе ĕçлеме пуçланă. Елчĕкри "Яльчик-ская" ДПМК ертỹçи В.Сядуков, райадминистрацин строительство, пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ Н.Петров пысăк пулăшу панăран ялти кỹлле 2 метр чавса тарăнлатнă тата йĕри-тавра дамбăна çĕкленĕ. Чавса кăларнă тăма та сая яман Çирĕклĕ Шăхальсем, ăна Кооператив урамĕнчи çул-йĕр çине тăкса тăм çине хăйăр сарса хăварнă. - Пĕр расхутпа икĕ ыйтăва татса пама май килни савăнтарать. Кỹлле те тарăнлатрăмăр, çула та 200 метр тăршшĕ юсарăмăр. Çитес çул вара тăмпа хăйăр çине вак чул тăкăпăр, - пĕлтерет шухăшне халăх шанăçне тỹрре кăларма пултаракан мал ĕмĕтлĕ те пуçаруллă ертỹçĕ çак пысăк калăпăшлă ĕçе пурнăçлама хутшăннă ял çыннисемпе ертỹçĕсене пысăк тав сăмахĕ каланă май. Чавса тарăнлатнă кỹлĕ тĕпĕнчен çăл тухнăран паянхи кун шывпа хупланма пуçланă ĕнтĕ. - Малашне, кỹлĕри шыв хăпарсан, çуллахи шăрăх çанталăкра ял ачисене шыва кĕрсе савăнма ятарлă вырăн тусан та аван пулмалла, - тет Николай Чернов. Сăмах май, Черновсем - ялта хисеплĕ çынсем. Николай Александрович Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче информатикăпа физика, унăн мăшăрĕ Галина Вячеславовна чăваш чĕлхипе литература предмечĕсене ертсе пыраççĕ. - Асăннă çемье обществăлла ĕçре хастар, кỹлĕ чавакансене апатлантарса тăрас ĕçре пысăк пулăшу пачĕ, - пĕлтерет çемье пирки ыррине анчах каланă май ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. 

Сăн ỹкерчĕкре: ялти пенсионерсем Н.Захарова, Л.Михайлова, Е.Чернова, З.Григорьева кỹлле чавма хутшăннă кашни çыннах пысăк тав сăмахĕ калаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика