Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кая юлсан каю шăтать

08 сентября 2010 г.

Кашни ĕçе вăхăтра пурнăçлама ĕлкĕрмелле. Кая юлсан вара - каю шăтать. Юлашки тапхăрта кун йĕркинчи чи çивĕч ыйтусенчен пĕри кĕр тыррисене агротехника ыйтнине çирĕп пăхăнса чи кĕске вăхăтра акса хăварасси пулса тăчĕ. Ĕнер Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви кĕрхи культурăсене вăхăтра акса хăварас тĕлĕшпе видеоконференци- канашлу ирттерни те ахальтен мар. Видеоконференци-канашлу ĕçне Чăваш Республикин Президенчĕ М.В.Игнатьев пĕтĕмлетнĕ. Раççей Федерацийĕн Гидрометеорологи центрĕнчен пĕлтернине шута илсен 2011 çулта кĕрхи культурăсен тухăçĕ япăх мар пулмалла. 1972 çулхи типĕ, шăрăх çанталăк хыççăн, 1973 çулта та кĕрхи культурăсем пысăк тухăç панă. Хальхинче пирĕн тăрăхра вĕсене акса хăварма шăпах лайăх услови пулчĕ - вăхăтра çумăр çурĕ. Çавна май кĕр акине агротехникăпа килĕшỹллĕн палăртнă вăхăтра пурнăçланă, малтан хăйсем палăртнинчен те ытларах лаптăксенче акса хăварма пултарнă "Рассвет", "Урожай", "Аранчеево", "Слава картофелю - Яльчики", "Труд", "Яманчурино", "Свобода", "Победа", "Сатурн", "Клевер" ял хуçалăх предприятийĕсенче кĕр тыррисем лайăх шăтса тухрĕç. Ку чухне вĕсем çĕнĕ вăрлăхсемпе те усă курчĕç. "Рассвет" ЯХПКра, тĕслĕхрен, элита репродукцири "Фалленский" сортлă ыраш, "Комбайн" ЯХПКра, "Слава картофелю - Яльчики" агрофирмăра элита репродукцири "Московская-39" кĕрхи тулă акса хăварнă. Малтан çирĕплетнĕ ĕç планĕпе килĕшỹллĕн районĕпе кĕрхи культурăсене пурĕ 7500 гектар çинче акса хăвармалла пулсан хальхи вăхăтра çак ĕçе 5087 гектар çинче (68 процент) анчах пурнăçланă. Хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕç пушшех кая юлса пырать. "Знамя" ЯХПКра палăртнă ĕç калăпĕшĕн 25 процентне анчах пурнăçланă. "Колос", "Арланово" ял хуçалăх предприятийĕсенче те кĕр тыррисене сахал акнă. Кĕрхи культурăсене акмалли вăхăт иртсе пырать. Апла пулин те районта вĕсене палăртнинчен чылай сахалрах лаптăкра акнине кăçал тыр-пулăн пысăк пайĕ шăрăх çанталăкра типсе, çунса кайнипе сăлтавлаççĕ. Хăшĕ-пĕри кĕр тыррисене акма халĕ те иккĕленсе тăрать. Çавна май кăçал палăртнă планпа килĕшỹллĕн пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ тулмасса та пултарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика