Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улми кăлараççĕ

08 сентября 2010 г.

Çĕр улми кăлараççĕ "Слава картофелю - Яльчики" агрофирмăра хальхи вăхăтра пикенсех çĕр улми кăлараççĕ. Типĕ, шăрăх çанталăк условийĕсенче çитĕннĕ 163 гектар çинчи "иккĕмĕш çăкăрăн" тухăçĕ иртнĕ çулхинчен виçĕ хута яхăн сахалрах, вăл кашни гектартан 90 центнер анчах тухать. Çакна шута илсе уйра çитĕннĕ мĕн пур пек пуянлăха тăкаксăр, тирпейлĕ пухса кĕртесси çине кунта уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Комбайн çинчи ятарлă хатĕре вĕтĕ çĕр улмине те сая ямалла мар регулировка туса вырнаçтарнă. Ăна комбайнпа кăларса пуçтарнă хыççăн та хĕрарăмсен ушкăнĕ анасем çине тăрса юлнă, аяккине сапаланнăскере тепĕр хут алă вĕççĕн суйлать. Çĕр улми тухăçлă çитĕннĕ çулсенче комбайн бункерĕ çур анана çитсенех тулнă пулсан, халĕ ăна ана вĕçне çитмесĕр те пушатаймăн. Кăçал пĕтĕмпе "иккĕмĕш çăкăр" туса илесси сахалрах пулин те агрофирма унран тупăш илетех. Мĕншĕн тесен çĕр улми хаклă, çĕр улми туянас текенсем вара çав тери йышлăн, çынсем кунта таçтан та килеççĕ. Ăна апат-çимĕçре усă курмалăх та, вăрлăхлăх та пысăк ушкăнпа туяна-туяна каяççĕ. Вăрлăхлăх тесе суйланă шултăрах та мар çĕр улмин 1 килограмне 16 тенкĕпе сутаççĕ. Йỹнĕ мар пулин те ăна çийĕнчех туянса та пĕтереççĕ. Хакĕ таварне кура ĕнтĕ. Çĕр улми пысăк пахалăхлă, вăл хĕл каçипех лайăх упранать. Мĕншĕн тесен кунта чи лайăххисене анчах лартса хăвараççĕ. Ахальтен мар "Невский", "Ромоно", "Удача", "Импало", "Роко" сортлă вăрлăхсемпе усă курса лартса хăварнă "иккĕмĕш çăкăр" шăрăх çанталăкра та япăхах мар çитĕннĕ. Сăн ỹкерчĕкре: ял çыннисен ушкăнĕ вăрлăхлăх çĕр улми пуçтарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика