04 сентября 2010 г.
![Çур çул итогĕсене пĕтĕмлетнĕ Çур çул итогĕсене пĕтĕмлетнĕ](../Home/594//foto/pozta.gif)
Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Елчĕкри почтамтра ĕçлекенсем (унта Патăрьел, Шăмăршă районĕсенчи почта çыхăнăвĕн работникĕсем те кĕреççĕ) пĕрремĕш çур çулхи ĕç итогĕсене пĕтĕмлетрĕç. Канашлу пуçламăшĕнче ĕçре малта пыракансене чысларĕç. Çак йышра Елчĕкри почтамтра 37 çул ĕçленĕ Нина Феофановна Морозова та пулчĕ. Нина Феофановна почтăпа çыхăну системинче 1973 çулта ĕçлеме пуçланă. Телефонпа телеграф çыхăнăвĕн операторĕ, бригадирĕ пулса ĕçленĕ. 1986 çултанпа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Елчĕк районĕнчи çыхăну узелĕн - Елчĕкри почтамт начальникĕн çу-мĕнче тăрăшнă. Унăн ĕçри пултарулăхне федерацин почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн начальникĕ С.Тимофеева, Елчĕк почтамчĕн начальникĕ П.Блинов пысăка хурса хакларĕç, федераци почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн Хисеп грамотине парса чысларĕç. 2010 çулхи пĕрремĕш çур çулхи ĕç итогĕсемпе почтамт начальникĕ П.Блинов паллаштарчĕ. Почта работникĕсен ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Вĕсем вулакансене хаçат-журналпа тивĕçтереççĕ, çынсене пенси укçипе пособисем валеçеççĕ, халăха укçа-тенкĕ куçарса параççĕ, тĕрлĕ пулăшу ĕçĕсемшĕн укçа йышăнаççĕ, таварсемпе суту-илỹ тăваççĕ тата ытти те. Пĕрремĕш çур çулта пĕтĕмпе 17,1 миллион тенкĕ тупăш илнĕ, плана 102,1 процент тултарнă. П.Блинов ĕçре малта пыракан почта уйрăмĕсене палăртнипе пĕрлех ĕçе лайăхлатмалли майсем çинче чарăнса тăчĕ. С.Тимофеева хăйĕн сăмахĕнче Елчĕк почтамчĕ республикăри ытти почтамтсем хушшинче малтисен йышĕнче пулнине асăнчĕ. Çапах та çитмен-лĕхсем, туса пĕтереймен ĕçсем те пур-ха. Вăл ĕçе лайăхлатмалли майсене палăртрĕ, иккĕмĕш çур çулта лайăхрах ĕçлеме сĕнчĕ.
Сăн ỹкерчĕкре: С.Тимофеева тата П.Блинов Н.Морозовăна пархатарлă ĕçшĕн тав тăваççĕ.