04 сентября 2010 г.
Авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Прокуратури çумĕнчи следстви комитетне туса хунăранпа 3 çул çитет. Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи следстви пайĕнче (вăл Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски районĕсене пĕрлештерет) паянхи кун 9 çын вăй хурать: ертỹçĕ ĕçне пурнăçлакан Р.Шайхалов, унăн çумĕ Р.Салимзянов, ертỹçĕн аслă пулăшуçи В.Егоров, уйрăмах яваплă ĕçсен следователĕ В.Ярушкин, Д.Тазюков, А.Эткеров, В.Зайцев аслă следовательсем, Н.Маркиданова аслă инспектор-делопроизводитель, И.Серов водитель. Кăçал следстви пайĕн следователĕсем преступлени тунине хыпарлакан 300 ĕç пăхса тухнă, вăл шутра 102 фактпа уголовнăй ĕç пуçарнă. Тĕпчесе суда çитернĕ уголовнăй ĕçсен ытларах пайĕ - çыннăн пурнăçĕпе сывлăхне хирĕç тунă преступленисем. Вĕсене кашнинех тишкерсе пĕтĕмлетнĕ хыççăн йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисене алкоголь шĕвекĕпе минренĕ хыççăн туни, киревсĕр çул çине тăнисем ытларах чухне ниçта ĕçлемесĕр, пурнăçри тĕллевсĕр пурăнни палăрнă. Прокуратура ĕçченĕсемпе килĕштерсе, пĕрне-пĕри ăнланса ĕçленĕ, оперативлă шырав ĕç-хĕлне пурнăçланă май, коррупцие хирĕç кĕрешесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă. Сăмах май, следовательсем кăçал вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен 4 депутачĕн ĕçне пăхса тухса вĕсене тивĕçлипе айăпланă. Çул çитменнисен интересĕсемпе ирĕкĕсене хỹтĕлесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă. Кĕçĕн çулхи ачасем пурнăçран уйрăлнă 4 фактпа (Раççей Федерацийĕн Уголовнăй процессуаллă кодексĕн 144-145 статйисем) тĕрĕслевсем ирттернĕ. Хальхи вăхăтра следовательсем çул çитмен ача хăй çине алă хунă тĕслĕхпе çыхăннă уголовнăй ĕçе уçса парассипе тимлеççĕ. ШĔМĕн районсенче вырнаçнă шалти ĕçсен пайĕсен оперативлă службисемпе килĕштерсе вăй хуни те ĕç-хĕлĕн витĕмлĕхне ỹстерет. Пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçленĕ май 2001-2008 çулсенче тунă преступленисене уçса парса преступлени тăвакансене тупса палăртма май килчĕ. Преступлени çулĕ çине тăракансене тивĕçлипе явап тыттарассипе, граждансен конституцинче палăртнă ирĕкĕсене хỹтĕлессипе малашне те çине тăрса ĕçлĕпĕр.