04 сентября 2010 г.
Çурла уйăхĕн 23-29-мĕшĕсенче район территорийĕнче административлă право йĕркине пăснă 85 тĕслĕх тупса палăртнă. Çав шутран хулиганла пĕчĕк ĕçсемшĕн 2 çынна, обществăлла вырăнта ỹсĕр çỹренĕшĕн - 11, çул-йĕр правилисене пăхăнманшăн - 64 (2 водитель руль умне ỹсĕрле ларнă), административлă ытти йĕркене пăснăшăн 8 çынна айăпланă. Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче Аслă Таяпари 1961 çулта çуралнă А. намăс сăмахсемпе вăрçăннă. Çурла уйăхĕн 26-мĕ-шĕнче Элпуçĕнче пурăнакан Н. (1975 çулта çуралнă) Кармалти А. (1983 çулта çуралнă), Çирĕклĕ Шăхальте пурăнакан 1966 çулта çуралнă А. Мучарти К. çурчĕсен чỹречисенчен шаккаса çемьесен лăпкăлăхне пăснă. Çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче 16 сехет тĕлĕнче Патреккелти 1977 çулта çуралнă Н. çемйипе харкашнă. Çурла уйăхĕн 24-мĕ-шĕнче Курнавăшри С. (1979 çулта çуралнă) Мускавра ĕçленĕ вăхăтра Кĕçĕн Таяпари Я.-па (1976 çулта çуралнă) харкашса кайнине, харкашу вăхăтĕнче хăй Я.-на тĕртсе янине, лешĕ ỹксе тĕрлĕ суран илнĕ хыççăн пурнăçран уйрăлнине хыпарланă. Асăннă фактпа çыхăннă материала Раççей Федерацийĕн Прокуратури çумĕнчи Следстви комитечĕн Мускаври следстви управленине ярса панă. Çурла уйăхĕн 28-мĕ-шĕнче Елчĕкри тĕп больницăна ỹт-пỹ тĕлĕшĕнчен тĕрлĕ суран илнĕ Аслă Таяпари Л.-на илсе пынă. Çурла уйăхĕн 29-мĕ-шĕнче Кавалти Н. хăйĕн УАЗ-3303 автомашинипе хыçалалла чакнă чух Чăваш Тăрăмĕнче пурăнакан М.-ăн автомашини çине пырса кĕнĕ. Çурла уйăхĕн 24-мĕ-шĕнче 24 сехет тĕлĕнче Патăрьел районĕнчи Туçа ялĕнче пурăнакан 1991 çулта çуралнă П. Сăрьелти 1981 çулта çуралнă А.-н ВАЗ-2110 автомашини çинчен автомагнитола вăрланă. Асăннă фактсемпе тĕрĕслев материалĕсене пухаççĕ, тĕрлĕ ĕçсем пуçарнă.