04 сентября 2010 г.
![Урока чĕнет шăнкăрав Урока чĕнет шăнкăрав](../Home/594//foto/urok.gif)
Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕпе хăнасем авăн уйăхĕн 1-мĕшне кăçалхипе иккĕмĕш хут çĕнĕ шкулта кĕтсе илчĕç. Пухăннисене чи малтанах аслă класра вĕренекенсем саламларĕç, сăвă-юрăпа, шкул пурнăçĕпе çыхăнтарса хатĕрленĕ сценкăпа паллаштарчĕç. Шкул директорĕ О.Петрова, кашнинех çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа саламланă май, вĕренỹре, ĕçре, кулленхи пурнăçра ăнăçусемпе çитĕнỹсем сунчĕ, "5" паллăпа вĕренекенсене Хисеп хучĕсемпе чысларĕ. Салам сăмахĕсем çумне Елчĕк район администрацийĕн представителĕ А.Клементьев, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Сайкин, "Прогресс" ЗАОн директорĕ П.Скворцов тата ыттисем те хутшăнчĕç. Петр Арсентьевич çуллахи вăхăтра тăван хуçалăхра тăрăшуллă ĕçпе палăрнă вĕренекенсене уйрăммăн саламларĕ, тав сăмахĕ каларĕ, парнесемпе хавхалантарчĕ. Кăçал шкул парти хушшине пурĕ 146 вĕренекен (Патреккел, Акчел, Элекçей Тимеш, Вăрăмхăва ачисем) вĕренме ларать пулсан, вĕсенчен 15-шĕ - пĕрремĕш класс ачисем. Пĕлỹ тĕнчипе пуçласа паллашакансем каланă сăвăсене итлеме уйрăмах кăмăллă пулчĕ. Шкулти 9-мĕш класра вĕренекенсем пĕрремĕшсен ертỹçине - ачасене 30 çула яхăн сас палли хыççăн сас паллипе паллаштарса вулама-çырма хăнăхтарса пĕлỹ никĕсне хывса хăварассипе тимлекен Т.Петровăна Пĕлỹ тĕнчин уççине парнелерĕç. Пĕрремĕш хут янратнă шăнкăрав - пуриншĕн те чи кĕтнĕ самант. Кăçал ăна 9-мĕш класра вĕренекен Ю.Миллинпа 1-мĕш класа пуçласа ура ярса пусакан И.Петрова янăраттарчĕç.
Сăн ỹкерчĕкре: шăнкăрав янрарĕ урока чĕнсе.