01 сентября 2010 г.
Ача çурални çемьешĕн яланах пысăк уяв. Пĕчĕк çын çут тĕнчене килсен çуртра савăнăç, çав вăхăтрах тимлĕх те хуçаланать. Йĕкĕреш çуралсан вара савăнăçĕ те, тимлĕхĕ те икĕ хут пысăкрах. Район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче Таяпа Энтринчи Юрий Геннадьевичпа Ирина Васильевна Ванюшинсен çемйинчи йĕкĕрешсене чаплă самантра регистрациленĕ. Андрейпе Савелий - çапла ят панă ывăлĕсене ашшĕпе амăшĕ. "Андрей" грек чĕлхинчен кĕнĕ, "хăюллă, хастар" тенине, "Савелий" ят, ĕлĕкхи еврей чĕлхинчен кĕнĕскер, "Турăран ыйтса илнине" пĕлтерет.