Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен пуласлăхĕшĕн, халăх ырлăхĕшĕн

01 сентября 2010 г.

2010 çулхи çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнчен Чăваш Республикин - çĕнĕ Президент Патшалăх Канашĕн черетлĕ сессийĕ вĕçленчĕ, анчах депутатсем те, хăнасем те - Правительство çурчĕн ларусен Пысăк залĕнчех. Кашнийĕн пичĕ-куçĕ нихçанхинчен те йăлтăрарах çиçнĕн-çутатнăн туйăнать. Йыхрав хучĕпе чĕннисем уйрăмах йышлă: Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕсем, ĕç тăвакан влаç органĕсен ертỹçисем, муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен пуçлăхĕсем, Раççей субъекчĕсен представителĕсем, Чăваш Енĕн паллă çыннисем... Çак çынсене пĕрле пуçтарăнма пысăк сăлтав пулчĕ: Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Президент должноçне кĕнĕ май савăнăçлă церемони иртрĕ. 2010 çулхи çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнчен Чăваш Республикин - çĕнĕ Президент. Çак самант историре мĕнлерех сăнланса юлчĕ-ха? Церемоние ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Михаил Михайловский ертсе пычĕ. Унта çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Григорий Рапота, Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ Николай Федоров хутшăнчĕç. Михаил Игнатьевшăн чи пĕлтерĕшлĕ самантсенчен пĕри, ахăртнех, тăван халăхпа Конституци шанăçне тивĕçлĕ пуласси пирки тупа туни пулчĕ. Ахальтен-и мăнаçлăхпа танах хумханни те палăрчĕ çак сăмахсенче: "Чăваш Республикин Президенчĕн полномочийĕсене пурнăçланă чухне Раççей Федерацийĕн Конституцине тата гражданин прависемпе ирĕклĕхĕсене хисеплеме тата пурнăçа кĕртсе пыма, Чăваш Республикин Президенчĕн пысăк тивĕçĕсене чыслăн пурнăçлама, халăхшăн шанчăклă ĕçлеме тупа тăватăп". Çак сăмахсене Михаил Игнатьев Президент алă пусса çирĕплетрĕ. Михаил Михайловский Чăваш Енĕн çĕнĕ ертỹçи çине ЧР Президенчĕн тивĕç паллине çакса ячĕ. Акă Раççей Патшалăх гимнĕ, унтан Чăваш Республикин Патшалăх гимнĕ янăраççĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн должноçне пурнăçлама пуçлани пирки Указа алă пуснă хыççăн Михаил Игнатьев сăмах илчĕ. Хăйĕн тĕллевĕсене, ĕçĕсене палăртнă унта. "Тăван республикăн аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсене парăнтарас тĕлĕшпе пирĕн çĕнĕ шухăшсем кирлĕ. Умра - малашлăх проекчĕ, ĕçĕн инноваци хатĕрĕсем. Вĕсене пурнăçа кĕртни тăван Чăваш Енĕн конкурент тивĕçĕсене тата çỹллĕрех шая çĕклеме пулăшĕ. Саманапа тан пымалла, экономикăн пушă, ирĕклĕ путăкĕсене алла илмелле, çĕнĕ производствăсемпе предприятисем уçмалла, инновацин малта пыракан технологийĕсене ĕçлеттерсе ямалла. Эпир сирĕнпе çапла тăвăпăр та", - терĕ Михаил Васильевич. Çĕнĕ Президент тепĕр Указа алă пусрĕ. Вăл Николай Федорова "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орденпа наградăлани çинчен пулчĕ. Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Григорий Рапота Михаил Игнатьев ячĕпе янă салам телеграммисене вуласа пачĕ. Григорий Алексеевич Михаил Игнатьева Чăваш Ен Президенчĕн РФ Президенчĕ Д.А.Медведев алă пусса çирĕплетнĕ удостоверенине пачĕ. Николай Васильевич Федоров та трибуна умне тухрĕ. Аса илтерер: çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче республикăн пĕрремĕш Президенчĕн Николай Федоровăн полномочи вăхăчĕ тухать. 16 çул ытла Чăваш Ен "тилхепине" тытса пынă вăл. Çак тапхăрта Чăваш Енре пысăк улшăнусем пулса иртнĕ. "Чăваш Ен халăхне тивĕçлĕ пуласси - пысăкран та пысăк тивĕç тата яваплăх. Пысăк мисси, йывăр хĕрес ку. Çăмăл мар пулсан та ăна çĕклесе пымаллах. Михаил Васильевича паянхи тата малашлăхри тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыма вăй, сывлăх, ăнăçу сунатăп", - терĕ Н.Федоров. Николай Васильевич çак кунсенче çĕр-шыв Президенчĕпе Дмитрий Медведевпа тĕл пулнине пĕлтерчĕ. Дмитрий Анатольевич Чăваш Ен сĕнĕвне шута илнĕ, шăрăх çанталăка тата вăрман пушарĕсене пула сиксе тухнă лару-тăрăва йĕркелесе яма республикăна 1,5 млрд тенкĕ уйăрса пама йышăннă. Ун хыççăн Николай Федоровăн кăкăрĕ тата тепĕр наградăпа - Чăваш Республикин Президенчĕн асăну паллипе _ пуянланчĕ. Николай Васильевич сăмах каланă чухне вăхăт-вăхăт чарăнса тăчĕ, пыра капланса килнине шыв сыпкăмĕпе лăплантарчĕ. Çăмăл мар пулĕ çав вăйне, чунне, пурнăçне, пĕтĕм хăйне панă ĕçпе сыв пуллашма. Тăван халăхне унăн тỹсĕмлĕхĕшĕн тав турĕ. Чăваш Енĕн пуласлăхĕ тăван çĕре, халăха юратнин вăйĕнче пулнине аса илтерчĕ. Савăнăçлă церемони хыççăн Григорий Рапота, Михаил Игнатьев тата Николай Федоров журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Инаугураци хыççăн Г.Рапота, М.Игнатьев тата федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Р.Тихонов РФ президенчĕн Д.Медведевăн ЧР общество йышăнăвĕн пулĕмне уçма хутшăнчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика