Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ертỹçĕсем тивĕçсене пурнăçламаççĕ

28 августа 2010 г.

Ертỹçĕсем тивĕçсене пурнăçламаççĕ Çурла уйăхĕн 1-31-мĕшĕсенче районта "Трактор" профилактика операци-уйăхлăх пырать. Çак вăхăтра тракторсемпе прицепсене, хăй тĕллĕн çỹрекен ял хуçалăх техникине мĕнле усă курнине тĕрĕслеççĕ. Ял хуçалăх техникине уй-хире кăларма, ытти ĕçсене явăçтарма патшалăх енчен регистрацилесен анчах юрать. Шел, çакна пĕтĕм çĕртех пăхăнса каймаççĕ. Хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ Николай Бикулов (Лаш Таяпа ял тăрăхĕ) кустăрмаллă МТЗ-82 трактора илсе килнĕренпе вăхăт аванах иртрĕ. Анчах та вăл патшалăх техника асăрхавĕн районти инспекцине килсе кайма "ерçеймест". Çавăн пекех хуçалăхри ĕçе явăçакан техникăна патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларни çинчен ĕнентерекен талон-допусксене илсе килме васкаманни те тĕлĕнтерет. Çак ял тăрăхĕнчи хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ Александр Дмитриев та Т-4, МТЗ-82 тракторсене патшалăх енчен регистрацилемен. Вырăскасси ялĕнчи Александр Цапырин ял хуçалăхĕнче ĕçлесе нумай опыт та пухнă. Тĕп агроном, ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçи пулса ĕçленĕскерĕн, техникăна пăхса тăрас, ĕçе явăçтарас енĕпе ыйтусем пулмалла мар пек. Анчах вăл ДТ-75, МТЗ-82 тракторсене патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларма вăхăт "тупаймасть". Карл Маркс ячĕллĕ, "Аранчеево" хуçалăхсен ертỹçисем те ĕçе явăçакан, çул çине тухакан техникăна тĕрĕслеттерменни шухăшлаттарать. Паллах, айăплă ертỹçĕсен явап тытма тиврĕ. Вĕсене штрафланă. Тĕрлĕ техникăна çул çине кăларнă, ĕçе явăçтарнă чухне инкек те пулма пултарать. Çавăнпа кашни ертỹçĕ, специалист техника хăрушсăрлăхĕ пирки шутласа пăхмалла. Техника ыйтăвĕсене тивĕçтермен машинăсене ĕçе явăçтармалла мар. Çак ыйтусене уйăхлăх вăхăтĕнче татах та тĕплĕнрех тишкерĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика