28 августа 2010 г.
Район центрĕнчи обществăлла çуртсенчи хваттерсене уйрăм хутса ăшăтассипе ĕç вĕçленсе пырать. Район администрацийĕн строительство, пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертỹçи И.В.Кузнецов пуçăннă ĕçĕн тĕллевĕсем пурнăçа мĕнле кĕрсе пынипе паллаштарчĕ: - Район администрацийĕ обществăлла çуртсенче пурăнакансем хăйсен хваттерĕсене çут çанталăк газĕпе уйрăм хутса ăшăтас ĕçе пуçăннине ырласа йышăнчĕ. Кĕске вăхăтрах район центрĕнчи 13 çурта "кăвак çулăмпа" уйрăм хутса ăшăтма проектпа смета докуменчĕсене хатĕрленĕ. Ун хыççăн Октябрь, Комсомол, Андреев урамĕсенчи çуртсенче монтаж ĕçĕсене пурнăçларĕç. - Илья Васильевич, район центрĕнчи обществăлла çуртсене уйрăм хутса ăшăтмалла тăвасси вĕçленчĕ ĕнтĕ. Хаçат вулаканĕсене çакă мĕнпе çыхăнни çинчен тепĕр хут пĕлтерсен аванччĕ те... - Тепĕр 2 çултан çĕр-шывра коммуналлă хуçалăхра реформăсем вĕçленеççĕ. Коммуналлă пулăшусемшĕн илекен хаксем те ỹсесси куç умĕнче. Çынсене пулăшас тĕллевпе çуртсенчи хваттерсене уйрăм хутса ăшăтасси çине маларах тимлĕх уйăрма шутларăмăр. Халăх та пире ăнланчĕ - шухăшсемпе килĕшрĕ. - 13 çуртри хваттерсене уйрăм хутса ăшăтмалла тăвасси çăмăл мар. Монтаж ĕçĕсене пурнăçлакан организацисен яваплăхĕ те питĕ кирлине ăнланатпăр... - Елчĕкри газ участокĕпе муниципалитетăн юсавпа техника предприятийĕнче ĕçлекенсем хăйсен тивĕçне пысăк шайра пурнăçларĕç тесен те йăнăш пулмĕ. Паянхи кун тĕлне обществăлла 13 çуртра та монтаж ĕçĕсене вĕçленĕ. Шел, кашни хваттер хуçиех хăйĕн яваплăхне туйманни шухăшлаттарать - хăш-пĕр çуртсенчи хваттерсенче пурăнакансем çут çанталăк газĕ кĕртме май тупаймарĕç. Çут çанталăк газĕпе плитасене çыхăнтарнă пулин те, газ хуранĕсем вырнаçтарасси тивĕçлĕ шайрах мар. Муниципалитетăн юсавпа техника предприятийĕн тĕтĕм туртакан пăрăхсене йĕркене кĕртессипе те ĕçе хăвăртлатни кирлĕ. - Çут çанталăк газĕпе шанчăклăн тивĕçтерессипе мĕн туса ирттернĕ? - Хутса ăшăтмалли тапхăрта хваттерсене çут çанталăк газĕпе туллин тивĕçтересси çине те тимлĕх уйăратпăр. Ку тĕлĕшпе ятарлă шкапсем вырнаçтарассипе ĕç пырать. Андреев тата Октябрь урамĕсенче хушма газ пăрăхĕсем хывнă. - Обществăлла çуртсенче пурăнакансене мĕн сĕннĕ пулăттăр? - Хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланиччен çут çанталăк газĕпе ĕçлекен хурансене вырнаçтарассине, ăшă системине хывассине вĕçлесе специалистсене чĕнсе илмелле. Уйрăм хваттерсенче ăшă пулмаллах. Авăн уйăхĕ пуçланиччен вăхăт юлмарĕ те. Çавăнпа ĕçе вăхăтлă пурнăçласси - кашни çыннăн таса тивĕçĕ.