Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ан хускат чунăма, сивĕ çумăр

28 августа 2010 г.

Шăпăр-шăпăр çăвакан çумăра Катерина решеткеллĕ кантăк витĕр тунсăхлăн тинкерет. Савăнăç мĕнне тахçанах маннă хĕрарăмăн куçĕнчен те çумăр тумламĕ евĕр шултăра куççулĕсем пĕрин хыççăн тепри юха-юха анаççĕ. Пĕчченех вăл кунта. Ачашлакан та, йăпатса ырă сăмах калакан та çук ăна. Йăлăхтарнă ăна çак пурнăç тахçанах. Таçта-таçта аякка, никам курман-илтмен вырăна тухса тарĕччĕ вăл, чунĕ каниччен ĕсĕклесе йĕрĕччĕ, иртни пирки нихăçан та аса илмесĕр çĕнĕ пурнăç пуçлĕччĕ. Анчах та умра йĕплĕ пăралук, хыçра вара чуна кăшлакан йывăр аса илỹсем... Телей мĕнне ача чухне çеç туйрĕ хĕр. Çумра яланах юратнă ашшĕ-амăшĕччĕ. Пĕр-пĕрне сивĕ сăмах калама мар, сивĕ куçпа та пăхман вĕсем. Пĕртен-пĕр хĕрне те юратупа ăшăлăхра ỹстерчĕç. 16 çула çитсен Катерина хăй сисмесĕрех юрату авăрне кĕрсе ỹкрĕ. 10-мĕш класра вĕренетчĕ ун чухне хĕр ача. Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парасси çине пысăк тимлĕх уйăракан класс ертỹçи Валентин Павлович пĕр кунĕнче вуннăмĕшсене Чечен Республикинче служба тивĕçне пурнăçласа тин çеç çар ретĕнчен таврăннă кỹршĕ ял каччине шкула йыхравлани пирки хыпарларĕ. "5" паллăсемпе вĕренекен Катеринăна вăл тĕл пулу вĕçĕнче ĕнерхи салтака кĕнеке парнелеме шанчĕ. Çак кун кăн-кăвак куçсен тарăн авăрне путрĕ хĕр. Çỹллĕ те тĕреклĕ кĕлеткеллĕ Андрей каласа ăнлантарма çук асамлăхпа туртрĕ ăна хăй енне. Салтак та килĕштерчĕ пулĕ ахăр хĕре, тĕл пулу вăхăтĕнче пĕр вĕçĕм хĕр çине тинкерчĕ, хушăран пăлханни сисĕнчĕ. Çак кун паллашрĕç çамрăксем, тĕл пулма пуçларĕç. Юратупа çунатланнă мăшăр кашни каçах тỹпери çăлтăрсене шутларĕ. Çăмăл машинăллă каччă хĕре ялти клуба анчах мар, çывăхри ялсене ташă каçĕсене илсе çỹрерĕ. Кĕçех хĕр савнă çыннине хăйĕн тасалăхне парнелерĕ. Пĕртен-пĕр хĕрĕ кỹршĕ ялти Микуль Иванĕн ачипе çỹренине, хĕрĕ йывăр çын пулнине илтсен Катеринăн (ун чухне вăл 11-мĕш класраччĕ) амăшĕ Верук аппа пăшăрханмаллипех пăшăрханчĕ: "Мĕнле-ха капла? Шкул вĕренсе пĕтермесĕрех йывăр çын. Мĕн тери пысăк намăс, ял-йыш мĕн калĕ-ши?" Икĕ çемье васкавлăн калаçса татăлчĕç те кĕске вăхăтрах туй турĕç. Халĕ ĕнтĕ Катерина шкула çуралса ỹснĕ килĕнчен мар, упăшки килĕнчен утма пуçларĕ. Ырă пурнăçа ĕмĕтленсе качча тухрĕ те хĕр, анчах та тамăка лекнĕнех туйрĕ хăйне. Ирех тăмалла, шкула кайиччен ĕне сумалла (хунямăшĕ фермăра ĕçленĕрен килтен ирех тухса каять), апат пĕçермелле, шкултан таврăнсан хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама хутшăнмалла. Хунямăшĕ темшĕн яланах кăмăлсăр кинĕпе, час-часах хăйне урăхла кин кирлĕ пулнине хыпарлать. Çитменнине мăшăрĕ те çине-çинех чăркăшать, киле час-часах хĕрĕнкĕ таврăнать. Хăйĕн характерĕ кăра пулнине "хĕрỹ точкăра" службăра тăнипе сăлтавлать хăй. Вăхăт шурĕ. Аллине аттестат илнĕ куна хĕр нихăçан та манаймĕ. Çак кун Андрей килне ỹсĕр таврăнчĕ. Урса кайнă йытă пек сиксе ỹкрĕ вăл арăмĕ çине, йывăр çын пулнине пăхмасăр ăна хырăмĕнчен, ăçтан килнĕ унтан тапа-тапа хĕнеме тапратрĕ, Катеринăна больницăна леçмеллех хĕнерĕ. Çакăн хыççăн хĕрарăм пулас ачине çухатрĕ. Ашшĕ-амăшĕ ỹкĕтлесен те тĕрĕсне каламарĕ хĕр, шурă халатлисене пусма çинчен ỹкрĕм тесе улталарĕ. Темле йăлăнсан та, тилмĕрсе каçару ыйтсан та упăшки килне таврăнмарĕ Катерина. Çак хаярлăх сивĕтрĕ ăна мăшăрĕнчен, таса юратăвăн палли те юлмарĕ чунра. Ырра, лайăха шанса ашшĕ-амăшĕ хĕре хулана кайма хистерĕ. Унта уйрăм çын патĕнче сутуçăра тăрăшма пуçларĕ Катерина, укçа пухса малалла вĕренме каясси пирки ĕмĕтленчĕ. Пĕлеймерĕ çав вăл унăн хуçи наркотиксемпе суту-илỹ тунине. Хĕрарăм çамрăк пулнипе усă курчĕ усал чунлă çын, хăйне систермесĕрех ăна та çак ĕçе явăçтарчĕ, йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем тĕрĕслеве килнĕ чух унăн сумкине наркотик тĕркине чикме те "манмарĕ". Укçаллă çын "таса" юлнинчен, пĕр айăпсăр çынна айăпласа ирĕклĕх прависĕр хăварнинчен тĕлĕнмелли çук паянхи пурнăçра. Катеринăпа та çаплах килсе тухрĕ. Шăпăр-шăпăр çăвакан сивĕ çумăр çав-çавах чарăнмасть-ха. - Ан çусам, сивĕ çумăр, чунăма ан хускатсам! - тесе хыттăн кăшкăрас килет Катеринăн...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика