28 августа 2010 г.
Çурла уйăхĕн 16-22-мĕшĕсенче район территорийĕнче административлă право йĕркине пăхăнманшăн 86 çынна явап тыттарнă. Çав шутран хулиганла пĕчĕк ĕçсемшĕн - 1, обществăлла вырăнта ỹсĕр çỹренĕшĕн - 17, çул-йĕр правилисене пăхăнманшăн - 56 (çав шутран 2 водитель руль умне ỹсĕрле ларнă), административлă ытти йĕркене пăснăшăн 12 çынна айăпланă. ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн дежурнăй уйрăмĕ çавăн пекех Кавал, Патреккел, Кивĕ Эйпеç ялĕсенче пурăнакан А., Н., К. çемйисенче харкашу пуçарнине, Елчĕкри В., Çуткỹлти П. теприне хĕненĕ, Шупашкартан Курнавăша хăнана килнĕ çул çитмен Н. уайт-спирит ĕçсе наркăмăшланнă фактсене регистрациленĕ.