28 августа 2010 г.
Çак кунсенче Лаш Таяпари пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче донор кунĕ иртнĕ. Çавна май Лаш Таяпа, Яманчỹрел, Вăрăмхăва ялĕсенче пурăнакан 32 çын юн парса сăваплă ĕç пурнăçланă. Çак ыр кăмăллăх акцине М.Борисова, Г.Вастулова, А.Никитина, Р.Долгова, С.Соколова медицина ĕçченĕсем, Яманчỹрел ялĕнчи хисеплĕ донор ята илнĕ А.Титов тăтăшах хутшăнаççĕ.