28 августа 2010 г.
Çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче педагогсен йăлана кĕнĕ конференцийĕ иртрĕ. Унта Чăваш Республикин Вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Петрова, район пуçлăхĕ Н.Миллин хутшăнчĕç.
Тĕллевсем пурнăçланаççĕ
Конференци умĕн вĕрентекенсемпе килнĕ хăнасем Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта пулчĕç, учитель-предметниксемпе шкулчченхи учрежденисенче тăрăшакан воспитательсен районти пĕрлешĕвĕсем йĕркеленĕ секци занятийĕсемпе паллашрĕç. Кунтах вĕрентỹ учрежденийĕсен ертỹçисемпе канашлу иртрĕ, унта хутшăннисем вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсене пурнăçа кĕртес, талантлă ачасене пулăшас, шкул ачисен сывлăхне упрас тата тĕреклетес ыйтусене сỹтсе яврĕç. 2010 çул Вĕрентекен çулталăкĕ пулнă май, кăçалхи конференцие йăлтах вĕрентекене халалланă. Çавна май кашни шкул "Шкулти учительсен династийĕсем" ятпа видеокурав хатĕрленĕ. Çак кун Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче вĕсемпе тĕплĕн паллашма май килчĕ. Хăвăлçырмари, Энтепери, Курнавăшри, Аслă Таяпари, Кивĕ Эйпеçри, Çуткỹлти, Çирĕклĕ Шăхальти Сазоновсен, Богдановсен, Прохоровсен, Питеркинсен, Теллинсен, Кирилловсен, Осиповсен тата ытти шкулсенчи вĕрентекенсен династийĕсемпе паллашма, чăн та, кăсăклă пулчĕ. Конференцинче чи малтанах райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый сăмах илчĕ, "Вĕрентекен пуçарулăхне аталантарни - вĕрентỹ процесне хутшăнакансен конкуренци пултарулăхне ỹстермелли чи лайăх мел" ятпа доклад туса пачĕ. Докладчик районти вĕрентỹ ĕçĕ-хĕлне тĕплĕн çутатрĕ. Д.Медведев Президент палăртнă вĕрентỹ стратегийĕ - "Пирĕн çĕнĕ шкул" вĕрентỹ наци пуçарулăхĕ - Раççейре, çав шутран пирĕн Чăваш Енре те ăнăçлăн пурнăçа кĕрсе пырать. Вĕрентỹ стандарчĕсене çĕнетесси, вĕрентекен пултарулăхне ỹстересси, талантлă ачасене пулăшса пырасси, вĕренекенсен сывлăхĕшĕн тăрăшасси стратегире палăртнă тĕп тĕллевсен шутĕнче. Çĕр-шыв шайĕнче палăртнă задачăсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе тăрăшаççĕ те ĕнтĕ районти 1 пуçламăш, 14 тĕп, 7 вăтам шкулта, 3 хушма вĕренỹ учрежденийĕнче тăрăшакан педагогсем. Самана вĕрентỹ тытăмĕнче çĕнĕрен те çĕнĕ мелсене тата меслетсене пурнăçа кĕртсе пыма ыйтать. Çулленех çĕр-шывра, республикăра, районта ачасене пĕлỹпе воспитани пама, вĕсен сывлăхне çирĕплетме бюджет укçин пысăк пайĕ тăкакланать, вĕрентỹ сферинче пилотлă проектсем пурнăçа кĕреççĕ.
Пĕчĕк ачасене - пысăк тимлĕх
Ачасем шкулта ăнăçлă вĕренесси, сывлăхлă пуласси вĕсене шкул ỹсĕмне çитиччен уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнинчен нумай килет. Çак çĕр-шыв шайĕнче çĕкленĕ пĕлтерĕшлĕ ыйтăва татса парас тĕллевпе ĕнтĕ Чăваш Республикин ертỹçи Н.Федоров кăçалхи çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче "Шкулчченхи вĕрентỹ сферинче пулăшу ĕçĕсемпе усă курмалли майсене пысăклатмалли мерăсем çинчен" указ кăларчĕ. Районта паянхи кун ача сачĕсемпе шкулсем çумĕнчи ушкăнсене 634 ача çỹрет. Ача садне çỹрекен шăпăрлансем килте воспитани илекеннисенчен пĕлỹлĕхпе, тавра курăмĕпе палăрмаллах уйрăлса тăнине, шкула пĕрремĕш хут утăм тунă чух тĕл пулакан йывăрлăхсене çăмăллăн парăнтарма пултарнине палăртаççĕ специалистсем. Шăпах шкул ỹсĕмĕчченхи аслă ушкăнри ачасене шкула каяс умĕн кирлĕ пек хатĕрлес тĕллеве мала хурса паянхи кун Елчĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ пулнă çурта юсас ĕç пырать, ăна çĕнетме вырăнти бюджетран 3 миллион та 200 пин тенкĕ уйăрнă. Çывăх вăхăтра Лаш Таяпа шкулĕнче 15 ачана вырнаçма май паракан шкулчченхи 2-мĕш ушкăн уçма палăртнă. Вĕрентỹ учрежденийĕсен ертỹçисен умне малашне ача садне çỹремен ачасем валли кĕске вăхăтлăх ушкăнсем йĕркелес ыйту та тухса тăрать.
Вĕрентекенĕн ялан вĕренмелле
Пахалăхлă пĕлỹ - ăста, пысăк тавра курăмлă педагогсенче тетпĕр пулсан, вĕсен пĕлỹ шайне ỹстерсех пымалла. Хальхи вăхăтра шкул ỹсĕмĕчченхи учрежденисенче тăрăшакан 75 педагогран 45 проценчĕ анчах аслă пĕлỹллĕ, вĕсенчен 32-шĕ (42 процент) квалификаци категориллĕ. Пĕтĕмĕшле вĕрентỹ системинчи пысăк улшăнусем вĕрентỹпе пурлăх, лабораторипе техника никĕсне пуянлатма, профиль пĕлĕвне йĕркелеме, пысăк квалификациллĕ кадрсемпе пуянланма май панине палăртмасăр иртме çук. Район, республика, Раççей шайĕнчи олимпиадăсемпе конкурссенче çĕнтерсе призлă вырăнсене çĕнсе илекен вĕренекенсемпе вĕрентекенсен йышĕ хушăнсах пыни савăнтарать. Вĕрентỹпе воспитанире çĕнĕ мелсемпе анлăн усă курнăшăн тата ĕçри çитĕнỹсемшĕн 2010 çулта 11 педагог - О.Викентьева, С.Иванова (Çĕнĕ Пăва шкулĕ), В.Воронова, С.Кириллова (Курнавăш), Р.Макарова (Таяпа Энтри), Е.Морозова, А.Петрова, Л.Пупина (Елчĕк), Н.Васильева (Çирĕклĕ Шăхаль), Т.Сусметова (Кивĕ Эйпеç), З.Фомкина (Чăваш Тăрăм) - Чăваш Республикин Президенчĕн 50 пин тенкĕлĕх грантне çĕнсе илчĕç. Елчĕк-ри ачасен искусство шкулĕн преподавателĕ Р.Парферьева вара Президентăн 20 пин тенкĕлĕх грантне тивĕçнĕ. 2010 çулта республика шайĕнче иртнĕ "Вĕрентỹ пуçарулăхĕ" конкурса районти 5 шкул хутшăннă, Лаш Таяпа шкулĕ "Учитель пултарулăхне ỹстересси" номинацире çĕнтерỹçĕ пулса тăнă, 250 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. Педагогсем пĕтĕм Раççей шайĕнчи конкурссене те активлă хутшăнаççĕ, çĕнтерỹçĕсен йышне кĕреççĕ. Сăмахран, О.Викентьевăпа (Çĕнĕ Пăва) Т.Сусметова (Кивĕ Эйпеç) "Манăн чи лайăх урок" конкурс финалисчĕсем, Чăваш Тăрăм шкул директорĕн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ З.Фомкина "Паянхи шкула ертсе пырасси" конкурсăн лауреачĕ пулса тăнине палăртма кăмăллă.
Çитĕнỹсем курăмлă
Пултаруллă вĕрентекенсен вĕренекенĕсем те маттур. Пĕтĕм Раççей шайĕнче хими предмечĕпе иртнĕ интернет-проект пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Елчĕк шкулĕн команди (ертỹçи В.Левая) 3 степень диплома тивĕçнĕ, Курнавăшра пĕлỹ пухакан Анна Корнилова (С.Прохорова) Мускавра Д.Менделеев çуралнăранпа 175 çул тултарнине халалласа иртнĕ наукăпа практика конференцине хутшăнма тивĕç пулнă. Çĕнĕ Пăвари С.Викентьев (О.Викентьева) тĕпчев ĕçĕ çырса юннатсен конкурсĕн çĕнтерỹçи пулса тăнă. Лаш Таяпа шкулĕнчи А.Павлов (И.Павлова) "Познание и творчество" конкурсра 2-мĕш вырăна тухнă. Интеллектуаллă тĕрлĕ конкурссенче çĕнтерỹçĕ ята тивĕçекен вĕренекенсене тишкернĕ май, вĕсем час-часах Елчĕк, Лаш Таяпа, Кушкă, Çирĕклĕ Шăхаль ялĕсенчен пулни паллă. Ачасем ытларах биологи, экологи, право, технологи, нимĕç чĕлхи предмечĕсене питĕ лайăх пĕлни палăрать. Çав вăхăтрах ытти предметсене, уйрăмах математика тата вырăс чĕлхи предмечĕсене лайăх пĕлнине те курас килет. Конкурссемпе олимпиадăсенче палăракан ачасене тишкернĕ май çакă курăнать. Çĕнтерỹçĕ ачасене ытларах пĕр шкулсем хатĕрлеççĕ, хăш та пĕр шкулсенче вара районта иртекен олимпиадăсен çĕнтерỹçисем те çук. Танлаштарса пăхар, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсене илес пулсан, юлашки 4 çул хушшинче Тĕмер шкулĕнче вĕренекенсем пĕр призлă вырăн та йышăнман. Вăрăмхăва шкулĕнче вара - 1, Хăвăлçырма шкулĕнче - 2, Çуткỹл, Шăмалак, Яманчỹрел шкулĕсенче 3-шер призер анчах пулнă, çав вăхăтрах Кивĕ Эйпеçре, Кĕçĕн Таяпа шкулĕнче - 26-шар, Таяпа Энтри шкулĕнче вĕренекенсем 20 призлă вырăн йышăннă. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсене танлаштарсан, Çĕнĕ Пăва шкулĕнче пĕлỹ илекенсем 4 çул хушшинче 14 призлă вырăн йышăнни паллă, çав вăхăтрах Елчĕк шкулĕ - 248, Курнавăш - 116 призерпа мухтанма пултарать.
Экзамен пĕлỹ шайне палăртать
Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ çивĕч калаçу пуçармалли тĕп ыйтусен шутĕнче. Кăçал вĕренекенсем 13 предметпа экзамен тытнă. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен пĕтĕмлетĕвне тишкернĕ май, вырăс чĕлхи предмечĕн экзаменĕнче пухнă балсен виçи пĕлтĕрхипе пĕр шайра пулни (2009-2010 вĕренỹ çулĕнче - 61,98 балл, иртнĕ çул - 61,83 балл) курăнать. Çапах та математика предмечĕн экзаменĕнче пухнă балсем иртнĕ çулхинчен самай уйрăлса тăраççĕ (49,25 - 61,67 балл). Вĕрентỹ системинче паянхи кун 870 работник, çав шутран 320 вĕрентекен тăрăшать. Учительсенчен 64 проценчĕ анчах квалификаци категорине илнĕ. Çав шутран 12 проценчĕ аслă категориллĕ, 38 проценчĕ - пĕрремĕш, 14 проценчĕ иккĕмĕш категориллĕ педагогсем. Вĕрентекенсен 85,4 проценчĕ - хĕрарăмсем. Ĕçченсенчен 1,5 проценчĕн ĕç стажĕ 5 çула çитмен, 5-10 çул ĕçлекенсем - 6 процентпа, 10-20 çул ĕçлекенсем _ 24,3, 20 çул ытла ĕçлекенсем - 68,1 процентпа танлашаççĕ. 2009-2010 çулсенче 106 вĕрентекен аттестаци витĕр тухнă, вĕсенчен 16-шĕ - аслă, 54-шĕ - пĕрремĕш, 36-шĕ иккĕмĕш квалификаци категорине илнĕ. Сăмах май, Чăваш Республикин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн министрĕн çумĕ С.Петрова пĕлтернĕ тăрăх, малашне квалификаци категорине илекен педагогсене анчах мар, кашни вĕрентекене аттестаци витĕр кăлараççĕ. Вĕрентекенсенчен 98,8 проценчĕ компьютер пĕлĕвне алла илнĕ, 75,2 проценчĕ коммуникаци технологийĕсемпе уроксенче анлăн усă курать. Çапах та шкулсенче уроксене кивĕлле, йăлана кĕнĕ вĕрентỹ мелĕсемпе ирттерекенсем те пур-ха. Вĕсем пирки çакна калас килет. Малашлăха курса самана таппипе тан утакан вĕрентекеншĕн анчах çул уçă паян. Вĕрентекен шкула вăхăт ирттерме мар, вĕренекене паянхи вăхăт ыйтакан пахалăхлă пĕлỹ пама утăмлатăр. Асăннă шухăша министр çумĕ С.Петрова та çирĕплетрĕ. Хăйĕн тата Г.Чернова министрăн ятĕнчен кашнинех çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа саламланă, çак çăмăл мар, çав вăхăтрах пархатарлă ĕçре ăнăçусемпе çитĕнỹсем суннă май вăл учитель пĕлтерĕшĕ çинче уйрăмах тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Кам вăл учитель? Мĕнлерех курасшăн ăна ашшĕ-амăшĕпе вĕренекенсем? Хăш енсемпе палăрса тăмалла унăн? Социологи тĕпчевĕсем çакна кăтартса параççĕ. Ашшĕ-амăшĕсенчен 90 проценчĕ вĕрентекен чи малтанах хăйĕн предметне лайăх пĕлмелле тесе шутлать пулсан, вĕренекенсен 90 проценчĕ учителĕн паха енĕсен шутне тĕрĕслĕхе хаклакана кĕртет. Ашшĕ-амăшĕпе вĕренекенсем çавăн пекех учительре культурăллă, анлă тавра курăмлă, пысăк пĕлỹллĕ те тĕрлĕ енлĕ аталаннă, ыттисене хисеплекен, ырă сунакан, ачасене кăсăклантарма, самана таппипе тан утма пултаракан çынна курасшăн. Светлана Владимировна районти вĕренекенсен квалификаци категорине ỹстерсех пымаллине те асăнчĕ. Ятарласа хатĕрленĕ слайдпа паллаштарнă май вăл, республика шайĕнче вĕренекенсен 16,3 проценчĕ аслă категориллĕ пулсан, Елчĕк районĕнчи педагогсенчен 12 проценчĕ анчах аслă категориллĕ пулнине асăнчĕ. Çавăн пекех шкула çамрăк специалистсене илĕртмеллине палăртрĕ. Республикăри шкулсенче ĕç стажĕ 5 çула çитмен педагогсен 6 проценчĕ тăрăшать, Елчĕк район шкулĕсенче вĕсен шучĕ - 1,5 процент анчах. Светлана Владимировна вĕрентỹ сферинче тĕл пулакан ытти çитменлĕхсене те каласа хăварчĕ. Сăмахран, ачасен Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен тата вĕрентекенсем аттестаци витĕр тухнă чух тытнă экзаменсен результачĕсене танлаштарни хăш та пĕр предметсене вĕрентекенсемпе ачасен пĕлỹлĕх шайĕ пĕрешкел пулнине кăтартса панă. "Вĕрентекен хăш-пĕр темăна хăй те лайăх пĕлмест пулсан, çак темăна вĕренекен те ăнланмасăр юласси куç кĕрет. Вĕренес тени намăс мар, вĕренесрен пăрăнни намăс" - терĕ вăл хăш та пĕр вĕрентекенĕн социаллă статусне ỹстермеллине палăртнă май.
Пултаруллисене чыс та хисеп
Министр çумĕ районти вĕрентекенсен чылай паха енне палăртса хăварчĕ. Сăмахран, Елчĕксем çулсеренех тĕрлĕ конкурссене хутшăнас тĕлĕшпе пысăк активлăх кăтартаççĕ, республика, Раççей шайĕнче пĕрре мар çĕнтерсе пысăк чыс-сум çĕнсе илеççĕ. Конференци вăхăтĕнче калаçу шкулсенче профиль пĕлĕвĕ парассине вăйлатас, вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсем çине куçса пырас, талантлă ачасене тупса палăртса вĕсемпе уйрăммăн ĕçлес тата ытти тĕрлĕ ыйтусем тавра пычĕ. Вĕрентекенсен умĕнче çавăн пекех район пуçлăхĕ Н.Миллин тухса калаçрĕ, кашнинех уяв ячĕпе саламланă май пархатарлă ĕçре ăнăçусем сунчĕ. Вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнче палăрнисене чысласси _ савăнăçлă самант. Чи пултаруллă педагогсене гранта тивĕçнине çирĕплетекен свидетельствăсемпе, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, Чăваш Республикин вĕрентỹпе çамрăксен политикин министерствин, Елчĕк район администрацийĕн тата райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политики пайĕн Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Конференци хыççăн вĕрентекенсем Елчĕкри ачасен искусство шкулĕн преподавателĕсемпе воспитанникĕсем хатĕрленĕ концертпа паллашрĕç .