Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăнасем Елчĕкре те пулнă

25 августа 2010 г.

Иртнĕ эрнере Чăваш Енре Мускав культура кунĕсем (ăна ирттерес пирки Мускав мэрĕ Юрий Лужков тата Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров килĕшỹ çырнă) иртнĕ. Вăл Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçăлнă, çак кун кунта Мускаври "Русская симфония" симфони оркестрĕн концерчĕ иртнĕ. Концерт умĕн уява хутшăннисем Чăваш патшалăх ỹнер музейĕнче Раççейĕн ỹнер академийĕн чăн членĕн Василий Нестеренкăн куравĕпе паллашнă. Чăваш Енĕн культура пурнăçĕнчи анчах мар, Атăлçи хутлăхĕнчи паллă пулăм Елчĕк çĕрне те пырса тиврĕ. Республикăра Мускав культура кунĕсем иртнĕ тапхăрта района Мускаври М.В.Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университетĕнчи историпе этнологи факультечĕн кафедрин студенчĕсем, наука сотрудникĕ - Мускаври чăвашсенчен 1991 çулсенче "Атăл" ятпа йĕркеленĕ хор ертỹçи Г.Никитина килсе кайнă. Вĕсем анатри чăвашсен пултарулăхĕпе паллашнă, тĕрлĕ ялсенче пурăнакан халăхпа тĕл пулса вĕсен йăли-йĕркипе, юрри-ташшипе кăсăкланнă, хăш та пĕр юрăсемпе такмаксене çыра-çыра илнĕ. - Кирек ăçта, кирек хăш региона кайсан та чăвашсене тĕл пулатпăр. Чăваш халăх культури кăсăклă та хăйне евĕрлĕ пулнипе тыткăнлать, - хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ Г.Никитина. Г.Никитина Инçет хĕвел тухăçĕнче çуралнă, ашшĕпе амăшĕ çар çыннисем пулнăран Хĕвел анăç Çĕпĕрте, Чăваш Енре, Эстонире, Литвара, Латвинче, Германинче тата ытти чылай вырăнта пурăннă, Çĕрпỹри музыка училищинче вĕреннĕ. Вăл ертсе пыракан "Атăл" хор ытларах чăваш халăх юррисене шăрантарать, концертсемпе час-часах тĕрлĕ хуласенче пулать, халăхсен хушшинче иртекен фестивальсене хутшăнать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика