Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕлле хурчĕ - ылтăн хурт

25 августа 2010 г.

 Вĕлле хурчĕсем тытни мĕн ĕлĕкренех сумлă ĕç шутланнă. Таяпа Энтринче эпĕ астăвасса икĕ хуçалăхра вĕллесем тытатчĕç. Пĕри Сергей Иванов, тепри - Анастасия Иванова. Халĕ вĕсем иккĕшĕ те пурăнмаççĕ ĕнтĕ. Сергей Иванова ял çыннисем хисеплесе "пыл Сергейĕ" тетчĕç. Ивановсем 6 ача пăхса çитĕнтернĕ, анчах ашшĕпе амăшĕ вилсен тĕп килте пурăнакан пулмарĕ, пыл хурчĕсене те, пăхакан çуккине пула, пĕтерме тивнĕ. Сергейĕн ачисем те пурте шкулта лайăх вĕренетчĕç. Иккĕмĕш хĕрĕ - Вера манпа пĕрле вĕренетчĕ, çав тери ăслă-тăнлă хĕр ачаччĕ, педагогика институтĕнче математика факультетне пĕтерчĕ. Аллăмĕш çулсенче çуллахи вăхăтра тырă вырнă чухне шкулта пĕчĕк ачасем валли вăхăтлăх ясли уçатчĕç. Пире, хăш-пĕр шкул ачисене, унта няня пулса ĕçлеме илетчĕç. Сергей хĕрĕ Вера та пирĕнпе ача пăхатчĕ. Вăл кашни кун çур литр кĕленчипе пыл ярса тунă шерпет шывĕ илсе пыратчĕ. Вера пыл шерпечĕпе сыпса çăкăр çинине эпир пурте ăмсанса пăхаттăмăр. Эпĕ, аттесĕр ỹснĕскер, пыл мар, сахăр та çисе курайман. Вăрçă хыççăнхи йывăр вăхăтсенче нумайăшĕ пылак çимĕçе ас тивеймен çав. Пыл Сергейĕн çемйи вара, йышлăн пурăннă пулсан та, пыл сутнă, çителĕклĕ пурнăçпа пурăннă. Наçтаç аппан упăшки вăрçăра вилнĕ. Пĕччен хĕрарăм пулсан та вĕлле хурчĕсене пăхса пурăнма май çитернĕ. Вăл вĕсене хăй мĕн ватăличчен те пĕтермерĕ. Наçтаç аппа 5 ачине пĕчченех пăхса ỹстерчĕ. Сутмалăх та пыл туса илме пултарнăран вăл вăрçă вăхăтĕнче те хуçалăхне çирĕп тытса пычĕ. Наçтаç аппана ялта пурте хисепленĕ, сума сунă. Вĕсем хыççăн Анатолий Никифоров, Михаил Щипцов, Александр Гаврилов, Сергей Соколов, Василий Петров, Александр Шадриков, Василий Морозов, Зинон Чумарков вĕлле хурчĕсем ĕрчетме тытăнчĕç. Вĕсем ытлашши нумай пуç вĕлле тытмаççĕ, хăйсен çемйине çителĕклĕ пыл туса илмелĕх анчах усраççĕ. Юрий Викторов вара шкулта вĕреннĕ чухнех пыл хурчĕсем ĕрчетме ĕмĕтленетчĕ. Ĕмĕтленни пурнăçа кĕчĕ, вăл çак ĕçе пуçарса ячĕ-ячех. Сергей Морозовпа Алексей Морозов вара - ялти чи çамрăк хурт-хăмăр ăстисем. Сергей Вăрнарти совхоз-техникумра хурт-хăмăр ăсти пулма ятарласа вĕреннĕ. Ун хыççăн ашшĕ - Василий Иванович пуçарнă ĕçе малалла тăсрĕ. Вăл чăн-чăн утарçă пулмах ĕмĕтленет. Вĕллесене усрамалли пысăк омшаник тутарчĕ. Вĕлле хурчĕсене ĕрчетме вырăнĕ те çав тери лайăх кунта. Юхан шыв хĕрринчи пахчана нумай вĕлле лартма пулать, йĕри-тавра вăрманти пек йывăçсем ỹсеççĕ. Сергей пыл хурчĕсене наука вĕрентĕвне пăхăнса пăхма тăрăшать. Вăл эрех ĕçмест, туртмасть, вĕллесем хушшинче хăйне лăпкă тытать, çара алăсемпех рамăсене кăларать, пыл хурчĕсем ăна сăхма та шутламаççĕ. Сергей çак ĕçе чунĕ туртнипе, юратса пурнăçлать. Пыл хурчĕсене ĕрчетесси - кăткăс ĕç. Ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе пыма çанталăк условийĕ те нумай чăрмав кỹрет. Çулла ялан çумăр çусан е шăрăх тăрсан хуртсем пыл тăваймаççĕ. Кăçалхи шăрăх çанталăкра пыл хурчĕсене уйрăмах йывăр килчĕ, вĕсем пыл тăвайман, теççĕ. Вĕлле хурчĕ - ылтăн хурт тесе ыт ахальтен каламаççĕ пулĕ çав. Пыл туса илес тесен вĕсене ылтăна упранă пек упрама тивет. Пурте çак ĕçпе аппаланма вăй-хал çитереймеççĕ, чăтăмлă çынсем анчах çанă тавăрса ĕçе пикенме пултараççĕ. Сергейăн малашлăхĕ пысăк, вăл юратнă ĕçне пăрахмастех. Ялан кăçалхи пек шăрăх та пулмĕ. Сергейпе пĕр класра вĕреннĕ Алексей Морозов та иккĕмĕш çул ĕнтĕ пыл хурчĕсем ĕрчетессипе тимлет. Вăл пикенсех вĕллесем нумай тутарчĕ, ун хыççăн пыл хурчĕсем туянчĕ. Вĕллесене хĕллехи вăхăтра тытмалли вырăнĕ лайăх. Тăрăшуллă çамрăк малашне лайăх ĕçлесе каясса шанас килет. Алексей та Сергей пекех, ĕçмест, пирус туртмасть. Иккĕшĕ те авланман та-ха. Мал ĕмĕтлĕ çамрăксене ăмсанмалăх пур.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика