25 августа 2010 г.
Елчĕкри Кооператив урамĕнче пурăнакан Зинон Семенов 73-ре. Çăмăл шăм-шаклă, вашават арçын хăйĕн çулĕнчен чылай çамрăкрах курăнать. Çав тери ĕçчен, ỹркенмен çын вăл, çуллахи вăхăтра ăна тăтăш кил-тĕрĕшре тĕрлĕ ĕç тунине, пахчара тăрмашнине курма пулать. Мĕн ĕлĕкренех килĕнче вĕллесем тытать, пыл хурчĕсене юратса пăхать. Йывăçсем çитĕнтерет, хăйĕн ĕмĕрĕнче вун-вун тĕрлĕ хунав лартса чĕртнĕ. "Радуга" лавкка çывăхĕнчен юхса иртекен Кĕçĕн Пăла юхан шывĕнчи çăл куçа та никам хушмасăрах, хăйĕн чунĕ хистенипе тирпейлесе тăрать. - Апат пĕçерме, чей вĕретме çăлри шывпа анчах усă куратпăр, çăл куç шывĕ - сиплĕ шыв, вăл çынна вăй-хал кỹрет,- тет Зинон Ефремович. Çут çанталăк панă пуянлăха курма, хаклама тата ăна упрама тăрăшакан Зинон тетен чунне кашни пĕчĕк çитменлĕх ыраттарать. Сăмах çăл куç пиркиех. Шыв патне анакан çыран чăнкă, çынсене анса çỹреме мелсĕр пулнине шута илсе иртнĕ çул "Радуга" лавккана тытса тăракан Егоровсем унта хăйсен укçи-тенкипе меллĕ картлашкасем вырнаçтарчĕç. - Çавăн хыççăн çынсем çăла таса шыв ăсма тата ытларах çỹрекен пулчĕç. Шăрăх çанталăкра, пăрăх тăрăх килекен шыв час-часах пĕтсе ларнă вăхăтра, унтан çын татăлма пĕлмерĕ, - каласа кăтартать Зинон Семенов. Анчах çăл йĕри-таврашĕ уçă пулнине кура унта хальхи вăхăтра ытларах хур-кăвакал хуçаланать. Кăçалхи типĕ, шăрăх çанталăкра çакна ытларах та асăрхама пулчĕ. Мĕншĕн тесен вăраха тăсăлнă пуçа çĕклеме çук шăрăхра çырмари шыв ытла ăшăнса кайрĕ анчах мар, вăл сахалланса та юлчĕ. Хур-кăвакал хăйĕн валли сулхăн вырăн шырать, сивĕ шывра вара, чăнах, вĕсем рехетленсех каяççĕ. Çăл куçри шыва таса тытас тесен йĕри-тавра тимĕр сеткăпа е ытти материалпа карта тытса çавăрма нумай укçа-тенкĕ те, вăхăт та кирлĕ мар. Шыв - пысăк пуянлăх, унсăр пурнăç çуккине кăçалхи шăрăх çанталăк условийĕнче тепĕр хут хамăр куçсемпе курса ĕнентĕмĕр мар-и? Апла пулсан хăй тĕллĕнех çут çанталăк хăвачĕпе пулакан пуянлăха упраса хăварасчĕ. Сăн ỹкерчĕкре: çут çанталăк тусĕ Зинон Семенов.