Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яланах тимлĕ пулмалла

25 августа 2010 г.

Терроризма хирĕç кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвне унăн ертỹçи - район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Вĕренỹ объекчĕсене терроризмран хỹтĕлес ĕç мĕнле пыни çинчен район пуçлăхĕн çумĕ - вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый пĕлтернине итленĕ. - Районта 22 шкул, ача сачĕсем 3, ачасене хушма пĕлỹ паракан 3 учреждени шутланать. Çурла уйăхĕнче вĕрентỹ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕсленĕ вăхăтра терроризма хирĕç кĕрешес ыйтусене те тишкернĕ, - терĕ вăл. - Кашни объект тавра карта тытса çавăрнă. Вĕсенче хурал тăрать. Кăнтăрла пропуск режимне йĕркеленĕ. Вĕрентỹ учрежденийĕсене килекен ют çынсене регистрацилеççĕ. Пуринче те телефон çыхăнăвĕ пур. Елчĕк шкулĕнче хăрушсăрлăха сирсе яракан службăсене васкавлă чĕнсе илмелли кнопка вырнаçтарнă. Районти шалти ĕçсен пайĕн штаб начальникĕ А.Левый палăртнă тăрăх терроризма хирĕç кĕрешес ĕç паянхи кун пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту шутланать. Ку енĕпе шалти ĕçсен пайĕ ятарлă план туса хатĕрленĕ. Пушар хурал надзорĕн районти инспекцийĕн начальникĕ В.Михайлов вĕрентỹ объекчĕсенче пушар сигнализацийĕсем ĕçлени, электрооборудование тăтăш тĕрĕслесе тăни, пушар сỹнтермелли шыв емкоçĕсем вырнаçтарни çинчен пĕлтерчĕ. Çав вăхăтрах çитĕннисем кăна мар, ачасем те васкавлă службăсен номерĕсене, огнетушительсемпе ĕçлеме пĕлни те кирлĕ. Хальхи вăхăтра "Ачасен хăрушсăрлăхĕшĕн" уйăхлăх пырать. Çак вăхăтра терроризма хирĕçле пропагандăна сарса ямалла, ку енĕпе плакатсемпе стендсене çĕнетмелле, ачасене хăрушсăрлăха сирсе ямалли ĕçсене вĕрентмелле, палăртрĕ гражданла оборона, чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ А.Клементьев. Тăрăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Л.Смирнова терроризма хирĕç кĕрешес енĕпе туса ирттерекен ĕçсемпе паллаштарчĕ. Шкулта инкек-синкек сиксе тухсан ачасене хăйсене мĕнле тытмаллине хăнăхтараççĕ, вĕрентỹ тренировкисем йĕркелеççĕ, ял çыннисем хушшинче профилактика ĕçĕ ирттереççĕ тата ытти те. Халăха терроризмран хỹтĕлес ыйту пушар хăрушсăрлăхĕпе те çыхăннă. Тăрăм ял тăрăхĕнчи сỹнтермелли автомашина инкек-синкеке сирсе яма хатĕр мар. Çакă эрне кун Елчĕкре сиксе тухнă пушара сỹнтернĕ чухне палăрнă. Пушар вырăнне çитнĕ-ха вăл, анчах шыв сапайман. Район пуçлăхĕ Н.Миллин палăртнă тăрăх пушар машинине юсавлă тытса тăрассишĕн, водителе ĕç укçи тỹлессишĕн ял тăрăхĕн администрацийĕ яваплă. Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче пулса иртнĕ комисси ларăвĕн йышăнăвĕсене мĕнле пурнăçланине тишкерчĕç, малашнехи тĕллевсене палăртрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика