21 августа 2010 г.
Чăваш тĕрри яланах ытти эреш çумĕнче ĕлккенлĕхпе палăрнă, çав кĕтретĕн чăннипех ытарайми илемĕ ирĕксĕрех куçсене хăй еннелле пăхтарнă. Маттур чăваш пикисем, чаплă ал ĕç ăстисем ваттисем пилленипе илемлĕхе сăнлама, шур пир çине куçарма пултарнипе кăна мар, вăрттăн ăслай майĕпе тĕрĕ-эреш таврашне калаçтарма пĕлнипе чысра-хисепре пулнă. Чăваш йăхне, курăсăн, ахальтен мар авалтан пĕлĕш-тĕрĕш сумланă, иксĕлми ĕçченлĕхне пур кăмăлтан ырланă. Кунсем-çулсем иртнĕçем, ĕмĕрсем ылмашнăçем тĕрлĕ хаяр мур-инкек, тăшман кỹнĕ хурлăхсем халăх йышне чакарнă, харсăр, паттăр çынсене хăямата ăсатнă. Чăваш йăхĕн пуçĕсем, шур сухаллă ăсчахсем темле йывăр пулсан та, çут шанчăка çухатман, малашлăхăн тĕп çулне шуçлак сулнăка яман. Анлă Атăл хĕрринче, Раççей çĕрĕн варринче, аслă Мускав хỹттинче халăхăмăр çĕнĕрен вăй-хал илме пуçланă, анчах ун шăпи тĕлне тĕрлĕ инкек капланнă. Ăна çĕнес йỹтĕмпе, пусмăрлăхпа выçлăхран çăлăнăç çулне тупма шухăш-тĕллев палăртса, тулăх çĕрсем шыраса харсăр чăваш арĕсем, вĕсен йышлă çемйисем Чĕмпĕр, Хусан, Сарă ту, Ĕпхỹ, Ĕренпур енчи çарансемпе çĕрсене сутăн илсе вырнаçнă... Çав инкеклĕ тапхăрсен, ун хыççăнхи кун-çулсен çулĕ-йĕрĕ халăхра тĕрлĕ халап-юмахра, йышлă сăвă-юрăра, тĕрлĕ ỹнер мелĕпе тивĕçлипе сăнланнă, тĕрĕре те сăрланнă. Ахальтен мар пулĕ çав хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм тĕр ăстине ĕлĕкрен хисеплесе сумланă, ăна мĕн пур инкекрен тивĕçлипе упранă. Шĕкĕр Турра темелле, çакна кашнин пĕлмелле - ваттисен ăслайĕпе чăваш халăхĕ паян та ал ĕç ăсталăхĕпе тĕлĕнтерет тĕнчене! Çĕн ăрури маттурсем, ĕçчен, харсăр пикесем шур юр евĕр пир çинче сăнарлаççĕ тĕрĕсем, хăйне евĕр çырусем. Çав ĕлккенлĕх паллисем, ỹкерчĕклĕ çырусен асамлăхĕн тупсăмĕ - халăх чунĕн ăславĕ, ырă кăмăл-туйăмĕ. Мухтав чăваш тĕррине, ăру çиппин управне!