21 августа 2010 г.
Елчĕкри Смирновсене те (Юрипе Люба) район центрĕнче пурăнакансем ырăпа кăна асăнаççĕ тата ăмсанаççĕ. Вĕсем те хуçалăха тĕреклĕ тытма ăста. Кил хуçи темиçе тĕрлĕ профессие те алла илнĕ, тĕрлĕ предприятипе организацире ĕçленĕ. Каярахпа вăл газооператор пулса тăрăшрĕ. Анчах тĕрлĕ çĕнетỹсене, штатсене хĕснине пула ĕçсĕр тăрса юлчĕ те центра шута тăма пычĕ. - Сирĕн пек ылтăн алăллă, ỹркенмен ăстасене бизнес çулĕ çине тăма сĕнетпĕр эпир, - терĕ Юрий Петровича директор. - Проект пулсанах ĕç пуçлама укçа уйăрса паратпăр. Нумай та вăхăт иртмерĕ, Юрий Петрович ăратлă сысна амисем тата унчченех пулнă хатĕрсем çумне хушма оборудовани туянчĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ алла-аллăн тăрăшнипе ĕç хута кайрĕ те. Çак кунсенче пĕр ами çураласа килти фермăна анлăлатма та пулăшрĕ. Ытти выльăхсем те (картиш-хуралтăсем туллиех темелле) лайăх ỹссе аталанаççĕ. Ара, пурин валли те апачĕ те, шывĕ те, витаминсем те çителĕклĕ-çке. Çемье ĕлĕкренех выльăх усрама юратнăран авăртакан арманĕ те, шыв уçлакан насусĕ те йĕркеллĕ ĕçлеççĕ. Типĕ апата паракан самокормушка текенни те (кил хуçи ăсталанăскер) йышлă сыснана аван "тăрантарать". Тинтерех кăна çанă тавăрса бизнес ĕçне пуçарнă предпринимателĕн килте сутлăх аш-какайĕ те, çурасем те пур. - Прохоров-Карсаковсем е Смирновсем пек хастарсене хăйсен ĕçне пуçарма укçа-тенкĕ уйăрни усăллă , - кăмăллăн пĕлтерет халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ертỹçи Марина Геннадьевна Васильева. - Вĕсем пек çĕр ĕçĕпе е выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе çыхăннисем кăна районта çирĕме яхăн. Пĕри те предприниматель çулĕ çине тăнăшăн ỹкĕнмест. Хамăртан çакна хушса хуни вырăнлă пулĕ: ĕçпе тивĕçтерекен служба пулăшнипе предпринимательсен ретне тăнисем кашниех патшалăх панă укçапа тĕллевлĕ - кирлĕ япала тата хатĕр-хĕтĕр илме усă кураççĕ. Чылайăшĕ продукци кăларассине анлăлатма пуçлаççĕ те ĕçсĕррисен шутĕнчех тăракан хăш-пĕр çынна хăйсем патне ĕçе вырнаçтараççĕ. Апла пулсан, вĕсем районăн социаллă пурнăçпа экономикине аталантарма лартнă тĕллевсене пурнăçлама тỹрремĕнех хутшăнаççĕ.