Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Картиш тулли выльăх пулсан савăнать хуçа пур кăмăлтан

21 августа 2010 г.

Картиш тулли выльăх пулсан савăнать хуçа пур кăмăлтан Йышпа ĕç ăнать Канашри професси училищинче вĕренсе водитель правине илсен Петя савăнсах кайрĕ. "Тинех хам валли ĕç тупма май килĕ _ е тавар турттараканнипе е çăмăл машинăпа çỹреме тытăнăп", _ тĕв тытрĕ вăл. Çара кайиччен те колхозра техника таврашĕнче тăрмашнă-çке. Шел, ун чухне вĕренсе тухма май килмерĕ... Анчах вăхăт иртнĕçемĕн ĕмĕт пурнăçланасси тăсăлса пычĕ. Юрать-ха килте, ашшĕ-амăшĕн хуçалăхĕнче япăхмалла мар. Пайсенчен пухăннă çĕрсем çинче тĕрлĕ культура çитĕнет, картишĕнче выльăх-чĕрлĕх те сахал мар. Ĕçле те ĕçле! Ачаранпах алă усса ларма хăнăхман та _ кун-çĕр иртни те сисĕнмест. Çапах та ăна, çитĕннĕскере тата çар хĕсметĕнче пулса таврăннăскере, темĕн канлĕх памасть _ таçти, шалти туйăм пысăкрах ĕç тата хăй тĕллĕнлĕх ыйтать. Çамрăкăн ялан аслисен куçĕнчен кăна пăхас килмест пулас. Ĕçпе тивĕçтерекен центрта шутра тăни те, кăштах укçине тỹлеççĕ пулсан та, кăмăла тивĕçтереймест. _ Тен, хăвăра йăпанма уйрăм ĕç _ пĕчĕк бизнес йĕркелетĕр? _ сĕнчĕ ăна черетлĕ хут центра пырсан унăн ертỹçи Марина Васильева._ Малтанлăха укçа-тенкĕ енĕпе пулăшу памалли майсем пур пирĕн. Васкамасăр проект хатĕрлĕр те, комиссире хаклăпăр. Тен, ăнса та кайĕ... _ Шутласа пăхăпăр. Мăшăрпа, атте-аннепе канашласа пăхăп, _ теме çеç пултарчĕ Петр Анатольевич. Татăклă сăмахне виçĕ кунтан пĕлтерме пулчĕ. ...Турханти Прохоровсен (Карсаковсен) килĕнче пĕри те нихăçан та ĕçе тиркени пулман. Çемье пуçĕпе унăн мăшăрĕ кашни ир хĕвелпе пĕрлех килтен тухса кайнă. Çавна пула хуçалăхри ĕçсем ытларах чухне ачисем çине тиеннĕ. Анчах лешсем те çывăрса выртман _ картишĕнчи выльăх-чĕрлĕхе пăхнă, пахчари тĕрлĕ çимĕçсене çум курăкран тасатнă, пỹрт-çурта тирпейленĕ тата ытти те. Шкула çỹрекеннисем те урамра йыт хăвалама хăнăхман. Киле таврăнсан, таса тумтирĕсене хывса ылмаштарнă та вăй çитнĕ таран ĕçе кỹлĕннĕ. Петя та аппăш-тетĕшсенчен вĕренсе, тĕслĕх илсе пынă. Тепĕр чухне, самай ывăнсан та аслисен умĕнче нăйкăшман. Ун пек чухне амăшĕ час-часах калакан "Йĕре-йĕре ĕçленине кула-кула çинĕ" сăмахсене аса илнĕ те, пысăккисем хушмасăрах, тепĕр ĕçе пикеннĕ. _ Ывăлăм, ан хăра, санăн хастарлăху та, теветкеллĕхỹ те çитет, _ хавхалансах килĕшнĕ ашшĕпе амăшĕ Петя хăйне валли ĕç пуçарасси çинчен пĕлтерсен. _ Центр паракан укçапа, тен, ăратлă ĕне выльăх туянăпăр. Апат-таврашне хамăр хирсенченех хатĕрлеме пулать. "Тепĕр тесен, _ хушса хунă амăшĕ, _ эпĕ кăштах ветеринар иккенне те асра тыт. Темиçе çул фермăра ĕçленĕ вăхăтра та, килте те выльăхсене нумай чухне хамах сипленине, укол тунине курман мар вĕт..." _ Проекта çемйипех хатĕрлерĕмĕр, _ кăмăллăн пĕлтерчĕ каярахпа Петр Анатольевич. _ Унта ĕçе пуçăнмалли майсене те, центр паракан укçа-тенке мĕнле тăкаклассине те, туса илекен продукцие епле вырнаçтарса услам илессине те шутласа патăмăр. Кĕтнĕ пекех, проекта пĕр сăмахсăрах йышăнчĕç, çийĕнчех укçине те уйăрчĕç. Утмăл пин тенке яхăн. _ Халĕ, унтанпа самай вăхăт иртнĕ хыççăн, "Ма ĕçе пуçăнтăмăр-ши" тесе ỹкĕнместĕр-и? _ Паллах, татса калама йывăр. Ăратлă виçĕ пушмакпа вăкăрсем лайăх ỹсеççĕ тата пĕр тыни чупма ĕлкĕрчĕ. Нихçан пулман шăрăх çанталăка пула кăткăслăхсем тухса тăчĕç. Апат хатĕрлесси чылай хаклăраха ларать. Улăмăн тюкне малтан 500 тенкĕпе туяннăччĕ, каярах вăл икĕ хут хакланчĕ. Ĕçе пуçарнă чух кил умĕнчи çырмарах шыв юхса выртатчĕ. Халĕ ăна тракторпа турттаратпăр. Тăкаксем хушăнсах пыраççĕ. _ Ун вырăнне малашне какайĕ те, сĕчĕ те хаклăрахпа сутăнĕ. _ Çавсене шутласа ĕçлетпĕр те ĕнтĕ. Чăннипе каласан, ĕç ăнасса шанатпăр эпир. _ "Эпир" тетĕр те, сире камсем пулăшаççĕ тата? _ Аттепе анне, Маша мăшăрăм, тетпе шăллăм...Выльăхсене пурне те пĕрле янăран пĕри те "ку _ санăн", "ку _ манăн" тесе тăмастпăр. Ытти ĕçсене те, хăнăхнă йăлапа, пурте пĕрле пурнăçлатпăр. Ытти ĕçсем пирки каласан, Прохоров-Карсаковсен "мăй таранах" вĕсем. Анкарти хыçĕнче тата хирте гектар ытла лаптăк çинче çĕр улми, вăрлăхлăх тата пуçлă сухан, ытти культурăсем çитĕнтереççĕ. Кăçалхи шăрăха пула вĕсене çум курăкран тасатма е пухса кĕртме (сухана пĕтĕмпех алла илнĕ ĕнтĕ) çемйипех ирлĕ-каçлă çỹреççĕ. Хире кайиччен тата таврăнсан та кану çинчен шутламалли çукрах. Картишĕнче Петьăн çуркунне кăна туяннă ултă пушмак пăрупа вăкăрсăр пуçне тепĕр икĕ ĕнепе пăру,сыснасем, вун-вун хур-кăвакалпа кăркка тата чăх-чĕп, кĕтỹре _ тепĕр ушкăн сурăх... Пурне те апат хатĕрлемелле, шăвармалла, айĕсене тасатса кăлармалла. Картиш-хуралтине те юсаса-çĕнетсех тăмалла. Çапах та çемье кăмăллă. Хăйсен ĕçĕ пулни, ытлашши продукцие сутса тупăш илме майсем уçăлни йывăрлăхсене çĕнтерме вăй-хал парса тăрать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика