Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх çыравĕн талисманне ỹкер!

21 августа 2010 г.

Кăçалхи юпа уйăхĕн 14-25-мĕ-шĕсенче иртекен Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ăнăçлă ирттерес ĕçе пурте хăйĕн тỹпине хывма пултараççĕ. 18 çул тултарнă çынсем çурла уйăхĕн 31-мĕшĕччен наци акцине - конкурса хутшăнса çырав талисманне ỹкерме пултараççĕ. 80-мĕш çулхи Олимпиадăн талисманне - "Мишкăна" пурте астăватпăр вĕт. Вăт çапларах асра юлмалла пулмалла та вăл. Асра та юлмалла, ырă кăмăл-туйăм çуратмалла, халăх çыравĕпе çыхăнмалла (ку вăл тĕп услови). Малашне вара 2010 çулхи халăх çыравĕн талисманĕпе реклама-информаци материалĕсем хатĕрленĕ чухне, агитаци мероприятийĕсем т. ыт. те ирттернĕ чухне усă курĕç. Ăмăрту çĕнтерỹçи, пĕтĕм Раççейĕпе палăрнипе пĕрлех, укçан премие те тивĕçĕ. 1-мĕш вырăншăн - 30 пин, 2-мĕшшĕн - 20 пин. Тĕплĕнрех Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн сайтĕнче www.perepis-2010.ru адреспа е "Комсомольская правда" хаçат сайтĕнче kr.ru. адреспа пĕлме пулать. Çавăн пекех çак хаçат сайтĕнчех эсир хăвăра килĕшнĕ талисман тĕслĕхĕшĕн сасăлама пултаратăр. Халăх чи лайăх 10 участника палăртнă хыççăнах компетенциллĕ жюри ĕçе хутшăнĕ, çĕнтерỹçе палăртĕ. Итогсене авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче пĕтĕмлетĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика