21 августа 2010 г.
Районти тĕп больницăна, Елчĕк ялĕн çак тăрăхра вырнаçнă урамĕсене çỹрекенсем йышлă. Тĕрлĕ йышши техникăна, çуран çынсене яланах тĕл пулатăн кунта. Анчах çакă хăрушлăх та кăларса тăратать - асфальтлă çул çинче техника çуран çỹрекен çынсем çине кĕрсе кайса инкек кỹме те пултарать. Çакна шута илсе, Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕ чулран сарса тротуар тума тĕв тытнă. Ăна тăвассипе конкурс ирттернĕ - "Стройэнергосервис" ООО сĕннĕ условисем ял тăрăхĕн администрацине туллин тивĕçтернĕ. Конкурсра çĕнтернĕ хыççăн сахал яваплă юлташлăхри строительсем ĕçе пикеннĕ. Тротуар сармалли вырăнта шурлăхлă çĕр пулнине шута илсе, 360 ытларах метрлă лаптăкри тăпрана типĕтес тĕллевпе дренаж системине ĕçе кĕртнĕ. Тротуар сарлакăшĕ 2 метр ытларах, тăршшĕ 485 метр. Ял çыннисен кăмăлне тивĕçтерессипе Александр Сергеевич, Александрпа Сергей Альбертович, Алексей Николаевич Тумановсем тăрăшаççĕ. Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче пурăнаççĕ пулин те, ирхине ирех çитеççĕ вĕсем ĕç вырăнне, мĕн сĕм çĕрлеччен тăрăшаççĕ. Ятарлă чул сарассине вĕçлесе пыраççĕ. Çак вăхăтрах ытти ĕçсене те пурнăçлаççĕ. Акă, тротуар хĕррине ятарлă курăк акма тăпра сапса çирĕплетеççĕ. Çĕрлехи вăхăтра та çул çỹрекенсемшĕн меллĕ пулĕ - тротуар хĕррипе электрохунарсем вырнаçтарнă. А.КАРЛИН сăн ỹкерчĕкĕсем.