21 августа 2010 г.
Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕ Патшалăх ялавĕн кунне уявлать. Çак уява Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 1994 çулхи çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшỹллĕн палăртма пуçланă. Патшалăх символĕн историйĕ хăйне евĕрлĕ кăсăклă. Шурă-кăвак-хĕрлĕ ялава Алексей Михайлович патша вăхăтĕнче пĕрремĕш хут çĕкленĕ. Ку 1667 çулта "Орел" карап çинче пулнă. Кашни йăрăмăн тĕсĕ - хёйĕн пĕлтерĕшĕ. Шурă тĕс - тасалăх, кăвак - шанчăклăх, хĕрлĕ - хăюлăх палли. Урăхла верси те пур. Калăпăр, шурă тĕс - ирĕклĕх, кăвак - Турă амăшĕн (вăл авалтанпа Раççее хỹтĕлекен шутланать), хĕрлĕ - патшалăх палли. Тĕссен пĕлтерĕшне тата тепĕр майлă ăнлантаракансем те пур. 1705 çулта, I Петĕр патшара ларнă вăхăтра, варринче икĕ пуçлă ăмăрт кайăк ỹкернĕ ялава суту-илỹ флотне панă. Çакна пулах ăна пĕтĕм карап çинче çĕкленĕ. Пирĕн çĕр-шыва ертсе пынă кашни патша тенĕ пекех ялава улшăну кĕртнĕ. 1858-1883 çулсенче патшалăхăн çак символĕ хура-сарă-шурă тĕслĕ пулнă. III Александр малтанхи 3 тĕсе каялла тавăрнă. 1896 çулта, II Николай корона тăхăнас умĕн, шурă-кăвак-хĕрлĕ ялав патшалăх статусне илнĕ. Революци тата граждан вăрçи вăхăтĕнче совет влаçĕн символĕ хĕрлĕ ялав пулса тăнă. 1991 çултанпа Раççейĕн Патшалăх ялавне каллех 3 тĕс илем кỹрет: шурă, кăвак, хĕрлĕ.