21 августа 2010 г.
Кĕçех шкул ачисем çĕнĕрен парттăсем хушшине ларĕç. Вăрах каннăскерсене вĕренĕве тỹрех пуçăнма анчах мар, çул-йĕр çинче çỹреме хăнăхма та йывăртарах. Çакна шута илсе çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 12-мĕшĕччен республикăра "Асăрханăр, ачасем!" профилактика операцийĕ иртет. Патшалăх автоинспекцийĕ водительсене çак тапхăрта уйрăмах тимлĕ пулма, çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнма, фарăсене çутма ыйтать. Чăваш Енре вун ултă çула çитмен ачасем хутшăннипе 109 ДТП пулнине (Елчĕкре çакăн евĕр пĕр авари те регистрацилемен), вĕсенче 3 ача вилнине, 112-шĕ тĕрлĕ сурансем илнине асрах тытар, сыхă пулар.