21 августа 2010 г.
Чăваш Республикин Ял хуçалăх тата Экономика аталанăвĕпе суту-илỹ министерствисем, Конкурент политикипе тарифсен патшалăх служби хăйсен çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнчи пĕрлехи 95-мĕш хушăвĕпе Чăваш Енри тирпейлекен предприятисем продукци сутакан хуçалăхсенчен йышăнакан тыр-пулăн чи пĕчĕк хакне çирĕплетнĕ. Çак документпа килĕшỹллĕн 3-мĕш класри кашни тонна çемçе тулла, клейковина 25 процент ытла чухне, - 5500, 23-25 процент чухне 5000 тенкĕпе, 4-мĕш класри кашни тонна çемçе тулла, клейковина 18-22 процент чухне, - 4500, А ушкăнри ыраша 4000 тенкĕпе илмелле. Ял ĕçченĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ хушу кăларакансем Чăваш Республикин Апат-çимĕç фончĕн предприятине тыр-пул саппасĕ тăвас тĕллевпе хуçалăхсенчен тĕш тырă çирĕпленнĕ пасар хакĕпе, çапах та хушура палăртнă чи пĕчĕк хакран йỹнĕ мар туянма сĕннĕ.