21 августа 2010 г.
"Эмметево" сахал яваплă юлашлăхра выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çакна юлашки 5 çулхи ĕç кăтартăвĕсене тишкерни те уçăмлăн çирĕплетет. Пĕрремĕш тĕллев выльăхсен хисепне ỹстересси пулнă. Чи малтан ăратлă пушмак пăрусем туяннă, çапла майпа çак тапхăрта ял хуçалăх предприятийĕнче мăйракаллă шултра выльăхсене 300 пуçа çитернĕ. Халĕ кунта вĕсен шучĕ, малтанхипе танлаштарсан, 5 хут нумайрах. Сăвакан ĕнесем те çав вăхăтринчен 4 хут, сыснасем 3 хут ытларах. Выльăхсен хисепĕ йышланса пынă май аш-какай туса илесси тивĕçлĕ шая çитнĕ, уйрăмах ĕнесен продуктивлăхĕ нумай ỹснĕ. Выльăх-чĕрлĕх алла пăхать. Тулăх рационпа тăрантармасан вĕсенчен кирлĕ таран продукци туса илесси çинчен ан та шухăшла. Çакна тĕпе хурса кашни çул фермăри выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче умран юличчен тăрантармалăх апат хатĕрлесе хăварнă. Пурĕ 200 тонна утă, 900 тонна сенаж, 250 тонна улăм, саппасра 1500 тонна фуражлăх тырă пур. Урăхла каласан, пĕр условнăй выльăх пуçне 23 центнер апат единици тивĕçет. Сивĕ хĕл кунĕсене хатĕрленсе фермăри витесене юсаса çĕнетес тĕлĕшпе те нумай ĕç туса ирттернĕ. Кивĕ алăксене улăштарнă, сăрланă. Çĕнĕ чỹречесем вырнаçтарнă. Пĕр сăмахпа, пĕтĕм шăтăк-çурăка хупланă. Ун хыççăн витесене дезинфекци тунă, шуратнă. Навус кăларакан транспортерсене шанчăклăн юсанă, ĕне сăвакан вырăнти урайсене йĕркене кĕртнĕ, сĕт сивĕтекен холодильник çывăхĕнчи вентиляци моторĕсене юсанă, çĕнĕрен вырнаçтарнă. Унсăр пуçне, ферма территорине тирпей-илем кĕртнĕ. Иртнĕ кунсенче ятарласа ял хуçалăх предприятине çитсе курнă район пуçлăхĕ Н.Миллин та çакна палăртса каланă. Çывăхри утă-улăм куписене ятарлă вырăна тирпейлĕн вырнаçтарнă. Фермăна илсе çитерекен çулсене, выльăхсене уçăлма илсе тухакан картишсене тикĕсленĕ. Территорие çум курăкран, хыт хураран тасатнă. "Эмметево" сахал яваплă юлташлăхăн выльăх-чĕрлĕх ферминче тăрăшакансене хĕл сивви хăратмасть. Мĕншĕн тесен вĕсем çакăн валли çу уйăхĕн малтанхи кунĕсенчен тытăнсах тĕплĕн хатĕрленнĕ.