Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Атăл çинчи паттăр хулапа паллашнă

18 августа 2010 г.

Çулсем питĕ хăвăрт шăваççĕ. Хăрушă вăрçă ахрăмĕ кĕрлесе иртнĕренпе те 65 çул çитрĕ. Çак çулсен синкерлĕхне никам та, нихăçан та асран кăларас çук. Мĕн чухлĕ хуйхă, терт, нуша, асап кỹнĕ ылханлă вăрçă! Çĕр çинче урăх нихăçан та вăрçă ан пултăрччĕ. Яланах мирлĕ пурнăç, таса тỹпе хуçалантăрччĕ. Эпир, вăрçă хыççăн çуралнисем, çĕнтерỹçĕ салтаксем вăрçă синкерлĕхĕпе тискерлĕхĕ çинчен каласа панисене хамăр илтнĕ, вĕсемпе пĕрле хурланнă. Ачасене патриотла воспитани парас ĕçре герой-хуласене кайса курни пысăк пĕлтерĕшлине шута илсе Курнавăш ял тăрăхĕнче пурăнакан учительсемпе ачасен пĕр ушкăнĕ вăрăм çул çỹреве тухрĕ. Пирĕн тĕллев Волгоград хулине çитсе курасси, унти историллĕ вырăнсемпе паллашасси пулчĕ. Сталинград патĕнчи çапăçу 200 куна (1942 çулхи утă уйăхĕн 17-мĕшĕ - 1943 çулхи нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕ) пынă. Фашистсен çарĕ унта (вилнисемпе, аманнисемпе, тыткăна лекнисемпе, хыпарсăр çухалнисемпе пĕрле шутласан) 1,5 миллиона яхăн çын çухатнă. "Çĕр-шыври лару-тăру питĕ йывăр. Нимĕçсем паян-ыран Сталинграда тытса илсе Атăл çине тухма тапаланаççĕ, ун хыççăн Атăл тăрăх хăпарса Мускава тепĕр енчен çавăрса илме ĕмĕтленеççĕ. Анчах та ку нихăçан та пулмĕ!" - тесе çырнă хăйĕн пĕр çырăвĕнче Сталинград патĕнчи хаяр çапăçусене хутшăннă пирĕн ентешĕмĕр Василий Владимирович Прохоров. Çак çапăçура Хĕрлĕ Çар стратегиллĕ пуçарăва тăшманран туртса илнĕ те урăх хăйĕн аллинчен яман. Хаяр çапăçусем иртнĕ вырăнта хальхи вăхăтра Е.В.Вучетич архитектор ертсе пынипе "Сталинград çапăçăвĕн паттăрĕсене" палăк-ансамбль çĕкленни паттăрсем çинчен манма памасть. Хурлану лапамĕнчен пуçласа Мамай сăрчĕ çинче вырнаçнă тĕп монумент патне илсе çитерекен 200 картлашка çапăçу кунĕсемпе танлашать. Çак сăрт çинче 34505 салтака тата 35 Совет Союзĕн Геройне - Сталинград патĕнче пынă çапăçусен паттăрĕсене пытарнă. Хăй вăхăтĕнче тĕнчере чи çỹллĕ палăк пулса Гиннесс рекорчĕсен кĕнекине кĕнĕ "Çĕр-шыв анне чĕнет!" скульптура мăнаçлăхĕпе пире тĕлĕнтерчĕ. Унăн тăршшĕ, хĕçĕпе пĕрле, 85 метр. Йывăрăшĕ - 8000 тонна яхăн. Сталинград хирĕнче чăн-чăн паттăрсем çапăçнине музей-панорама та уççăн кăтартса парать. "Паттăр ячĕ ĕмĕре, хăравçăн ячĕ виç куна", - теççĕ халăхра. Тĕнчипе паллă "Павлов çурчĕ" вăрçă тискерлĕхне манма памасть. Çул çỹресси çăмăл мар. Çанталăк шăрăх тăни те пирĕн хавхаланулăха сỹнтереймерĕ. Çак сăваплă вырăнта пулса курнă çын вăрçа яланах сивлет, паттăрсене нихăçан та манмасть. Мухтав сире, вăрçă ветеранĕсем! Эсир Çĕнтерĕве туптассишĕн хăвăрăн пурнăçăра шеллемен, Сирĕн хăюлăхпа хастарлăха пула эпир мирлĕ пурнăçпа пурăнатпăр. Хальхи вăхăтра çул çỹрев хыççăн мĕн курни-илтни çинчен тĕплĕн çырса ятарлă сăн ỹкер-чĕксемпе пуян папка е альбом туса хатĕрлес ĕç пырать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика