Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сиплеме пулать

18 августа 2010 г.

 Сайра пулин те, хăш-пĕр ачасем çамрăкранах тытăнчăклă калаçма пуçлаççĕ. Астăватăп, чылай çул каялла Тỹскел ялĕнче пĕр агроном ĕçлетчĕ. Мĕн тери тăрăшуллă, хăй ĕçне лайăх пĕлекен çынччĕ вăл. Тытăнчăклă калаçнинчен сипленес тесе ăçта , хăш тухтăр патĕнче кăна пулмарĕ пулĕ. Санкт-Петербургри паллă тухтăрсем патĕнче те сипленчĕ. Анчах тытăнчăклă калаçнинчен хăтăлаймарĕ. Халăх медицининче ку асапран сипленмелли меслет пур иккен. Чиртен пĕрлĕхен (костяника каменистая) çулçипе сипленме май пур. Пĕрлĕхен ытларах чăрăш вăрманĕсенче - Канаш, Çĕрпỹ таврашĕнче ỹсет. Аттелĕхĕн Аслă вăрçиччен вăл пирĕн таврари вăрмансенче те ỹснине астăватăп. Пĕрлĕхен - пысăках мар йывăç, унăн чечекĕсем шурă тĕслĕ, çимĕçĕ йỹçĕ, утă, çĕртме уйăхĕсенче çитĕнсе çитет. Халăх медицининче унăн çырлипе тата турачĕсемпе куç чирĕсене (конъюнктивит), çỹç тăкăннинчен сиплеме усă курнă. Унăн çулçисенчен хатĕрленĕ шĕвекпе (çулçăсем çинче тутăх тĕслĕ пăнчăсем пулмалла) тытăнчăклă калаçнинчен сипленеççĕ. 10 грамм типĕтнĕ пĕрлĕхен çулçине тин вĕретнĕ пĕр стакан шыва ярса 40 минут тĕттĕм савăтра (тĕттĕм çĕрте пăтратмалла) тытнă хыççăн марльăпа сĕрмелле. Çапла кашни кун 3-4 хутчен пĕрер апат кашăкĕ чухлĕ ĕçсе тăмалла, 10 кун хушши ĕçмелле. 2-3 кун тăхтаса тăнă хыççăн мĕн сываличченех ĕçмелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика