18 августа 2010 г.
Экономика кризисĕ, паллах, ĕç рынокне пысăк йывăрлăх кỹчĕ. Çавна май Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров кризиса хирĕç кĕрешмелли, йывăрлăха лекнĕ çынсене пулăшас тесе тĕллевлĕ программа йышăннă. Çирĕплетнĕ программăпа обществăлла ĕçсене йĕркелеме, çынсене ĕçрен кăларса ярас тапхăрта вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарма, пĕтĕмĕшле вĕрентỹ учрежденийĕсенчен вĕренсе тухнă çамрăксене ăсталăх пухма стажировкăсене яма, сусăр çынсене ĕçе вырнаçассинче пулăшма, хăйсен ĕçĕсене уçнă граждансене хавхалантарма усă кураççĕ. Ĕçсĕр тăрса юлнă граждансен патшалăхран уйăракан тĕллевлĕ укçа-тенке илес тесен халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центра программăна хутшăнма ыйтса заявлени çырмалла, бизнес-план туса хатĕрлемелле. Ăна кунта ятарласа çирĕплетнĕ комисси членĕсемпе пĕрле пăхса тухса хак параççĕ. Бизнес-плана хак панин кăтартăвĕсене шута илнĕ хыççăн программăна хутшăнма пултарнин тĕлĕшĕпе йышăну çирĕплетеççĕ. Асăннă программăпа килĕшỹллĕн уйăракан 58800 тенкĕ укçана бизнес-плана ĕçе кĕртме - тĕллевлĕ анчах усă курмалла. Çак вăхăтчен патшалăхăн тĕллевлĕ программипе усă курса укçа-тенкĕ илме тивĕçлĕ пулнă çынсем ытларах выльăх-чĕрлĕх отрасльне (хурт-хăмăр, кайăк-кĕшĕк, мăйракаллă шултăра выльăх, сысна ĕрчетеççĕ) аталантарассипе тимленине палăртатпăр. Обществăлла ĕçсенче вăй хуракан граждансене ĕç паракансем вăйра тăракан законодательствăпа килĕшỹллĕн çирĕплетнĕ вăтам ĕç укçинчен кая мар шалу тỹлемелле. Унсăр пуçне, вĕсене халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр та уйăхсерен 1700 тенкĕ тỹлет. Асăннă программăра сусăр çынсене ĕçе вырнаçтарасси, вĕрентỹ учрежденийĕсен вы- пускникĕсене хавхалантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çамрăксене стажировкăсенче пулнă тапхăрта ăста специалистсен çумне çирĕплетсе ĕçе хăнăхтараççĕ. Раççей Федерацийĕн Сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министерстви сĕннипе хальхи вăхăтра стажировка вăхăтне 6 уйăха çитиччен ỹстернĕ. Çапла туни çамрăксем хушшинчи ĕçсĕрлĕх шайне тивĕçлипе хаклама, сăнаса пыма май парать. Пĕрремĕш хут халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра ыйтупа тухакан ĕç паракана пулăшас шутпа çак сĕнĕве паратпăр. Чи малтан унăн палăртнă йĕркепе заявлени-анкета хатĕрлемелле, ĕçлеме çынсем кирли, пушă вырăнсем пурри çинчен ятарлă бланкра (бланксене халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта параççĕ) çырмалла. Юридика сăпатĕнчи предприятипе организаци тата уйрăм предприниматель патшалăх регистрацийĕ туни çинчен свидетельство копине тăратмалла. Енчен те юридика сăпатĕнчи предприяти е организаци, уйрăм предприниматель çỹлерех каланă кирлĕ хутсене халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра малтан тăратнă пулсан иккĕмĕш хутĕнче вĕсене ĕçлеме çынсем кирли, пушă вырăнсем пурри çинчен ятарлă бланкра çырса парасси анчах юлать. Ăна электрон почтипе, факспа, почтăпа ярса пама пулать. Ĕç паракансем ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа паллаштарни, тĕрĕс те вăхăтлă информаци парса тăни - ĕçе ăнăçлă вырнаçма çул уçса пани. Çакна шута илсе халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕç паракансемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Эпир хамăр патăмăрта çынсене ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшĕпе тулли информаципе тивĕçтерекен стендсем, буклетсем туса хатĕрленĕ, тĕрлĕрен брошюрăсемпе, хаçатсенче пичетленнĕ материалсемпе паллашма та пулать. Центрăн хăйĕн информаци сайчĕ пур. Ĕç паракансемпе тачă çыхăнса ĕçлемелли чи тухăçлă меслетсенчен пĕри - ваканси ярмăрккисем. Вĕсене эпир пĕрремĕш çул анчах мар ирттеретпĕр. Унта ĕç шыракан та, ĕç паракан та кирлĕ нумай информаципе паллашать. Çынсене вăхăтлăх ĕç вырăнĕпе тивĕçтересси те тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Вăхăтлăх ĕçсем социаллă пурнăçпа çыхăннă. Вăхăтлăх ĕçре тăрăшакансем ытларах чухне территорие тирпей-илем кĕртме, тыр-пул пухса кĕртме, предприятисемпе организацисенчи объектсене сыхлама, ватă çынсене пулăшма, обществăшăн усăллă ĕçсене пурнăçлама хутшăнаççĕ.