Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулпа çыхăннă аса ил

18 августа 2010 г.

Шкулпа çыхăннă аса ил 2010 çула Вĕрентекен çулталăкĕ тесе йышăнни нумай çынна алла ручка тытма, хăйсене вĕрентнĕ юратнă учительсем çинчен çырма, каласа кăтартма хистет. "Елчĕк ен" хаçатра вĕрентекенсем çинчен пичетленнĕ статьясене, хам та вĕрентекен пулса тивĕçлĕ канăва тухнăскер, пысăк хавхаланупа вулатăп, шкулта ĕçленĕ çулсене аса илетĕп. Ĕç биографине эпĕ 1957 çулта, Кĕçĕн Таяпари 7 çул вĕренмелли шкулта кĕçĕн классене вĕрентме тытăннинчен пуçланă. Мана, 18 çулхи çамрăка, шкул коллективĕ питĕ тарават йышăнчĕ. Нумай çул кунта ĕçлесе пысăк опыт пухнă вĕрентекенсем шкулти вĕрентỹ ĕçĕнчи малтанхи утăмсене тĕрĕс йĕркелесе яма пулăшса пычĕç. Шкул директорĕ Афеногент Николаевич Васильев, унăн заместителĕ Анатолий Петрович Антонов çав тери лайăх ертỹçĕсемччĕ. Çамрăкăн ĕçре çитменлĕхсем те пулнă пулĕ. Анчах вĕсем нихăçан та хытă каласа асăрхаттарнине астумастăп, пĕтĕмпех йĕркеллĕ, лайăх пулать тесе шанăç кỹретчĕç. Кĕçĕн Таяпа шкулĕнче пурĕ 15 çул ĕçлерĕм, çак тапхăрта пурĕ 3 директор улшăнчĕ. А.Н.Васильев Каркалар шкулне куçса кайсан А.П.Антонов директор пулчĕ, унăн заместителĕ М.К. Громовччĕ, кайран А.П.Антонов Таяпа Энтри шкулне куçрĕ. Шкул директорĕ пулма А.Е.Ильина çирĕплетрĕç. Вăл пысăк тавра курăмлă, вĕрентỹ ĕçне тĕплĕн туса пыма пĕлекен, çирĕп ыйтакан учительччĕ. Кĕçĕн Таяпара ĕçлеме тытăннă малтанхи çул лайăх çи-пуç та çукчĕ, вĕреннĕ чухнехи тумсемпех шкула çỹреттĕм. Пурнăçĕ çителĕксĕр пулнă ĕнтĕ ун чухне. Икĕ уйăх укçипе хам валли пальто илнине лайăх астăватăп. Пĕр уйăхра 37 тенкĕ шалу илеттĕм. Мана, çамрăка, аслăрах çулхи учительсем О.П.Цыганова, М.Л.Ильина,Р.М.Кольцова, З.И.Морозова, В.Я.Спиридонова, А.П.Крылов, В.П.Васильев ĕçе чунтан юратса пурнăçлама вĕрентрĕç. Каярахпа хамăн çамрăк учительсемпе ĕçлеме тиврĕ. Вĕсем: З.С.Степанова, Л.В.Иванова, Л.В.Иванов, З.В.Чернова, Л.А.Сергеева, Е.Н.Траншкина, М.А.Ильина. Çамрăксем аслисене хисепленĕ, килĕштерсе, пĕр çемьери пек пурăннă. 2011 çулта Кĕçĕн Таяпа шкулĕ уçăлнăранпа 125 çул çитет. Эпĕ ĕçлеме пуçланă вăхăтра кунта кивĕ йывăç шкулччĕ. Кĕçĕн классем уйрăм йывăç çуртра вĕренетчĕç. Тепĕр йывăç çуртра директорпа учительсем пĕр пỹлĕмре ларатчĕç, юнашар пĕр класс вĕренетчĕ, ытти аслăрах классем тĕп çуртра вырнаçнăччĕ. Шкул çурчĕсем пурте кивĕччĕ, хутсан та ăшăтма çукчĕ вĕсене, апла пулин те ачасене тивĕçлĕ пĕлỹ, воспитани парас тесе тăрăшнă. Педагогсен коллективĕ хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тунă. Ачасем вĕре-нỹре тăрăшуллăччĕ. Ашшĕ-амăшĕн витĕмĕнчен те килнĕ çакă, паллах. Кĕçĕн Таяпа ял çыннисене те ырăпа аса илес килет. Вĕсем учительсене хисеплетчĕç, хăйсен ачисене те çакнах вĕрентетчĕç. Шкул колхозпа тачă çыхăнса ĕçленĕ. П.Е.Крылов председатель час-часах шкула пырса вĕренекенсемпе тĕл пулса калаçатчĕ. Вĕсене колхоз ĕçне явăçтарнă. Çуллахи каникул вăхăтĕнче колхоз производствине хутшăнса ĕçлекен ачасем укçине те самаях ĕçлесе илме пултарнă. Пушă вăхăта та хаваслă ирттерме пĕлеттĕмĕр. Шкул коллективĕпе колхоз правленийĕнче ĕçлекенсем, П.Е.Крылов хăй те нихăçан айккинче тăрса юлман, концерт программине хатĕрлесе халăх умне тухаттăмăр. Колхозпа тачă çыхăнса ĕçлени шкул авторитетне ỹстерме, унпа пĕрлех, вĕренекенсен дисциплинине çирĕплетме те пулăшнă. Эпĕ Таяпа Энтри шкулне ĕçлеме куçнă хыççăн Кĕçĕн Таяпара икĕ хутлă капмар кирпĕч шкул çĕкленсе ларчĕ. Çакăншăн А.Е.Ильин директорпа П.Е.Крылов колхоз председателĕ нумай тăрăшрĕç. Ачасем çутă та хăтлă классенче вĕренме тытăнчĕç. Çурта газпа хутса ăшăтма тытăннăранпа хĕллехи вăхăтра классенче тата ăшă. Хальхи вăхăтра коллектива М.П.Скворцов ертсе пырать, вăл ертỹçĕ тилхепине çирĕп алăра тытать. 21-мĕш ĕмĕр - компьютер тапхăрĕ. Шкулти вĕрентỹ ĕçĕнче те вăл тĕп вырăн йышăнать. Хальхи вăхăтра ачасем интернет урлă хăйсем тĕллĕнех пĕлỹ шайне ỹстерме пултараççĕ. Çакна кура паянхи саманара çитĕнекен ачасен тавра курăмĕ те пысăк. Шкултан вĕренсе тухакансенчен нумайăшĕ аслă пĕлỹ илме ăнтăлать. Вĕренни пурнăçра питĕ кирлĕ пулнине лайăх ăнланаççĕ вĕсем. Шел пулин те, ялсенче ачасем сахалланса пыраççĕ, çакна кура мĕн тери капмар та хăтлă шкулсенех хупма тивет. 60-70-мĕш çулсенче мăшăр классенче, вĕсенче те 35-40 ача вĕреннĕ пулсан, халĕ пĕр класра 10 ачаран та ытла мар. Çак пулăм пурне те сисчĕвлентерет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика