Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрхи культурăсене акмалла-и?

18 августа 2010 г.

 Çут çанталăкăн хăйĕн çирĕп саккунĕ, унпа никам та тупăшаймасть. Ял çынни çурхи уй-хир ĕçĕсене яланхи пекех кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçласа хăварма пултарчĕ пулин те типĕ, шăрăх çанталăкра ял хуçалăх культурисем кирлĕ пек аталанаймарĕç. Лаптăксене чи лайăх вăрлăхсемпе усă курса акса хăварни те, çĕре кирлĕ таран минераллă удобренипе апатлантарни те пулăшаймарĕ. Ăнăçлă çулсенче кашни гектартан 41-35 центнертан кая мар тĕш тырă пухса кĕртме пултарнă ял хуçалăх предприятийĕсенче те кăçал 10-12 центнер анчах тухăç илнĕ. Районĕпе илсен çак кăтарту 9,9 центнерпа танлашать. Ял çынни умĕнчи паянхи тепĕр çивĕч ыйту вăл - кĕр тыррисене агротехника ыйтнине çирĕп пăхăнса вăхăтра акса хăварасси. Пулас тыр-пул никĕсне хывас тĕлĕшĕпе çак вăхăтчен мĕнле ĕçленине иртнĕ шăмат кун район администрацийĕнче ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура та сỹтсе явнă. Малтан çирĕплетнĕ планпа килĕшỹллĕн районĕпе кĕрхи культурăсене 7500 гектар акса хăварма палăртнă. Хальхи вăхăтра çак тĕллевпе пурĕ 4425 гектар çĕр ĕçлесе хатĕрленĕ. Кăçалхи условире çĕре ĕçлесе хатĕрлеме те çăмăл мар. Тăпра типсе, муклашкаланса ларнине пула анасене сухаланă чухне шлейф-катоксемпе (вăл çĕре тикĕслет, муклашкасене ватать) усă кураççĕ. "Прогресс", "Сатурн", "Нива", "Клевер" ял хуçалăх предприятийĕсенче çĕре пĕтĕмпех ĕçлесе хатĕрленĕ, вĕсенче кĕр тыррисене акма тухмалли анчах юлнă. "Победа" сахал яваплă юлташлăхра вара вырсарни кунран тытăнсах çак ĕçе пикенсе пурнăçлаççĕ. Кунта кĕрхи культурăсене 300 гектара яхăн акса хăварасшăн. Çав вăхăтрах хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсенче тăпрара нỹрĕк вуçех çуккине шута илсе кĕр тыррисене акма иккĕленеççĕ те, çумăр çăвасса кĕтеççĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ О.Карсаков вара кĕтме вăхăт урăх тăрса юлманнине, кĕрхи культурăсене кĕл çинех акса хăвармаллине çирĕплетет. Агротехника йĕркине пăхăнса ĕçлес пулсан халĕ шăпах ыраш акмалла. Кĕрхи тулă акмалли чи лайăх вăхăт - çурла уйăхĕн 20-25-мĕшĕсем. О.Карсаков палăртнă тăрăх, ял хуçалăх предприятийĕсене вăрлăхпа тивĕçтерес ыйтăва та вырăнта татса пама май килĕ. Вăрлăх туса илессипе ятарласа ĕçлекен "Комбайн" ЯХПК кĕрхи культурăсен чи лайăх вăрлăхĕсене сĕнет. Ăна "Клевер" ОООран, "Слава картофелю - Яльчики" агрофирмăран та туянма пулать. Сăмах май, иртнĕ çулсенче ял хуçалăх предприятийĕсене элита вăрлăхсем туянма анчах субсиди уйăрнă пулсан, кăçал, лару-тăрăва шута илсе, 1-2-мĕш репродукциллĕ кĕрхи культурăсен вăрлăхĕсене туянма та патшалăх тĕллевлĕ укçа-тенкĕ уйăрать. Кĕрхи культурăсем пысăк шанăç параççĕ - вĕсенчен ытларах тухăç илме пулать. Унсăр пуçне, вăл паха выльăх апачĕ те. Ăна вăхăтра акса хăварни, кăçалхи йывăр лару-тăрура уйрăмах, хĕл тапхăрĕ валли хатĕрленĕ апата чылай перекетлеме май парĕ. Çапла вара ĕне выльăхсене хура кĕркунне анчах мар, çу пуçламăшĕнче те ыраш калчипе ытлăн-çитлĕн тăрантарма пулĕ. Халĕ мĕн пур пек лаптăксенчи кукурузăна силоса хывнă, вырса çитерсе пĕтернĕ, нумай çул ỹсекен курăксем ỹсессе те кĕтмелли çук, вĕсен аталану тапхăрĕ вĕçленсе пырать. Ĕне выльăхсене хĕл тапхăрĕччен тăрантарма та сахал мар апат кирлĕ, ыраш акса хăварни - пĕртен-пĕр шанăç...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика