Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çут çанталăка юратма хăнăхаççĕ

18 августа 2010 г.

Утă уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 12-мĕшĕччен районти 10 шкулта ĕçпе кану лагерĕсем ĕçленĕ. Унта пурĕ 148 ача хутшăннă. Ĕçпе канăва пĕлсе, тĕллевлĕ йĕркелени ачасен тавра курăмне çирĕплетме анчах мар, çут çанталăка юратма, ăна упрама та вĕрентет. Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта "Симĕс планета" экологи программине ăнăçлă ĕçе кĕртеççĕ. Кăçал çуркунне вĕренекенсем хутшăннипе шкул çумĕнчи 1 гектар лаптăка тирпейлесе йĕркене кĕртнĕ хыççăн унта 600 тĕп хыр, çăка, юман, темиçе тĕрлĕ сорт пан улми йывăçĕсем лартса хăварнă пулнă. Ĕçпе кану лагерьне хутшăннă ачасем лартнă хунавсене пăхса тăрассипе çу каçипех тимленĕ. Кăçалхи типĕ, шăрăх çанталăкра йывăçсене тăтăш шăварса тăман пулсан вĕсем чĕрĕлсе вăй илеес те çукчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика