Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çыннисен ырă тĕслĕхĕ

14 августа 2010 г.

Ял çыннисен ырă тĕслĕхĕ Шăрăх та типĕ тăракан çанталăка пула чылайранпа тасатман пĕвесемпе кỹлĕсем типрĕç. Çĕнĕ Пăва, Турхан, Кĕçĕн Шăхаль, Аслă Шăхаль ялĕсенчи пилĕк кỹлĕ типсе ларнă. Аслă Шăхалĕнчи аялти урама хирĕç кỹллĕн те тĕпĕ тухнă. Ял çыннисем ăна тасатма тытăннă. - Çак кỹлле 1921 çулта, выçлăх çул, ял çыннисене çăкăр парса чавтарнă, - тет Аслă Шăхальте пурăнакан Владимир Волков. - 1968 çулта Патăрьелĕнчи ПМК техники пулăшнипе кỹлĕри юшкăна кăларнă, унăн лаптăкне ỹстернĕ. Унтанпа кỹлĕ патне çын алли пырса перĕнменпе пĕрех. Лев Кузнецовăн та аса илмелли пур: "Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче, эпир ача-пăча чухне, шыва кĕрсе савăнаттăмăр. Шăрăх çанталăкра ĕç лашисене те шыва кĕртсе уçăлтараттăмăр. Кỹлĕре кăçалчченех тĕрлĕ пулă ĕрченĕ. Пушар машинисене шыв илмелли ятарлă вырăн та ăсталанăччĕ. Пĕр вунă çул каялла ялта вăйлă пушар тухсан çак кỹлĕри шыва пĕр чăрмавсăр илме май пулнăран вут-çулăма çĕнтерме май килчĕ. Паян инкек сиксе тухсан мĕн курăпăр?" 42 çул хушшинче кỹлĕ юшкăнпа тулнă. Кỹлле юшкăнран тасатас ыйту кăçалхи шăрăхра уйрăмах çивĕч тухса тăнă. Кун пирки Лев Кузнецов тата Николай Александров ял çыннисемпе калаçнă, кỹлле тасатма халăх вăйĕпе пуçăнма сĕннĕ. Аслă Шăхальте пурăнакан Лев Николаевич Кузнецова чылайранпа пĕлетĕп. "Урожай" колхозра нумай çул гараж заведующийĕ, инженер пулса ĕçлерĕ. Халăхпа пĕр чĕлхе тупма пултаракан хисеплĕ çын вăл. Тăватă яла çут çанталăк газĕ кĕртме тытăнсан ăна çак ĕçе йĕркелесе пыма шаннăччĕ. Шанăçа тỹрре кăларчĕ Лев Николаевич. Халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсене туса пычĕ, газ кĕртме çынсенчен укçа-тенкĕ пуçтарассине, газ пăрăхĕсем хывма чăрмантаракан ăпăр-тапăра тасатассине йĕркелесе ячĕ. Çĕнĕ Пăва, Аслă Шăхаль, Кĕçĕн Шăхаль, Турхан ялĕсенчи уйрăм хуçалăхсене çут çанталăк газне кĕске вăхăтра кĕртнинче унăн тỹпи те пур. Николай Александрович Александров 7 яла пĕрлештерсе тăнă "Урожай" колхозра, унтан тăван ялти хуçалăхра тĕп бухгалтерта ĕçлесе канăва тухнă. Шăпах вĕсем иккĕшĕ килрен-киле çỹресе ял çыннисене кỹлле тасатас ĕçе пуçăнма сĕннĕ. 90 уйрăм хуçалăхран тăракан Аслă Шăхаль ялĕнче пуçаруçăсен шухăшне ырланă, укçа-тенкĕпе пулăшма пулнă. 160 метр тăршшĕ, 60 метр сарлакăш кỹлле паянхи кун алăпа чавса тасатаймăн. Техника кирлĕ. Ял çыннисем Курнавăш ял тăрăхĕн администрацийĕнчен, "Колос" ЯХПКран (Аслă Шăхальсен çĕр пайĕсемпе шăпах вăл усă курать, производство кооперативĕнче ĕçлекенсем те ялта чылаййăн) пулăшу ыйтса çыру çырнă. "Кăçалхи çул çанталăк питĕ шăрăх тăнă пирки Аслă Шăхаль ялĕ варринчи пĕртен-пĕр шыв пухăнса тăракан вырăн - кỹлĕ типсе ларчĕ. Ялта инкек-синкек сиксе тухас пулсан та (Турă сиртĕр) башньăсăр пуçне шыв илмелли урăх вырăн çук. Кỹлĕ типсе ларнă май, ăна халĕ тасатма та çăмăлрах. Кỹлле тасатма ял халăхĕ сиртен кăштах укçа-тенкĕ, трактор-бульдозер уйăрса пама ыйтать", - тенĕ унта. Анчах ертỹçĕсенчен пулăшу кĕтсе илеймен. Ял халăхĕн вара хăйĕн вăйне çеç шанмалли юлнă. Вĕсем кашни хуçалăхран 500-шер тенкĕ пуçтарма килĕшнĕ. Лев Кузнецов Кушкă ялĕнче пурăнакан, гусеницăллă трактор тытакан Александр Мышкинпа кỹлле тасатма калаçса татăлнă. Тепĕр кунне ир-ирех вăл бульдозерпа Аслă Шăхале çитсе ĕçе пуçăннă. Халăхран укçа-тенкĕ пуçтариччен Лев Кузнецов ăна ĕçлеттерме хăйĕн шутĕнчен топливо туянса килнĕ. Виçĕм кун "Сатурн" ЯХПК ертỹçи Ю.Викентьев 200 литр топливо кỹртерсе партарнă. "Клевер" ОООра ĕçлекен, Курнавăшра пурăнакан Владимир Мясников 5 пин тенкĕ панă. Хальлĕхе трактора ĕçлеттерме топливо пур-ха. Халăхшăн кирлĕ ĕçе пуçарса янă çынсем Турханта çуралса ỹснĕ, Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан Валерий Викторов 5 пин тенкĕ пама шантарнине пĕлтерчĕç. Эпир Аслă Шăхалĕнче кĕçнерни кун пултăмăр. Иккĕмĕш кун ĕçлесех Александр Мышкин чылай ĕç пурнăçлама ĕлкĕрнĕ. Кĕçĕн Пăла енчи çурхи шыв татса кайнă дамбăна çĕклеме, çĕр-çĕр кубла метр юшкăна кỹлĕрен тĕртсе кăларма ĕлкĕрнĕ. Механизатор кỹлĕрен пĕр метр çурă яхăн тарăнăш юшкăн кăларать. Унтан тăм тухать. Кунта ĕçлеме пĕлни те пĕлтерĕшлĕ. Юшкăн çиелтен çеç типнĕ, пĕр кĕреçе тарăнăшĕнчен вара чуста пек нỹрлĕ юшкăн выртать. Асăрханса, майне пĕлсе ĕçлемесен техника лакса ларас хăрушлăх пур. Ун пек чухне ял çыннисем А.Ларионов, Владимирпа Виталий Смолинсем, Илья Ананьев гусеница айне вутă сыпписем пăрахса тăраççĕ. Çак тăрăхра пурăнакан хĕрарăмсем тракториста апат пĕçерсе çитереççĕ, шыв кỹрсе параççĕ. Лев Кузнецовпа Николай Александрова куллен кỹлĕ çывăхĕнче курма пулать. Елчĕкри пушар хуралĕнче ĕçлекен Лев Николаевич ятарласа отпуск илнĕ. - Халăхран пуçтаракан, уйрăм çынсем паракан укçа-тенкĕ ĕçе вĕçлеме çитĕ-ши? - иккĕленсе ыйтатăп ĕçе пуçаракансенчен. - Пуçăннă ĕçе вĕçлеймесен намăс пулать, - теççĕ Лев Кузнецовпа Николай Александров. - Çитменнине хамăрăн тỹлемелле пулать. Çак ыйтăва эпĕ ыт ахальтен каларăм. Нимерен пăрăнса юлакансем ĕлĕк те пулнă, халĕ те тĕл пулаççĕ. Ял çынни, темиçе лавкка тытаканскер, 500 тенкĕ пама килĕшменни çинчен те пĕлтерчĕç кỹлĕ патне пуçтарăннă çынсем. Çав вăхăтрах темиçе пенсионер кỹлле тасатма пĕр пин тенкĕ пама хатĕррине хыпарланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика